Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1977), РСФСР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ (1986), Ленин, Октябрь Революцийĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, I степень Отечествăлла вăрçă орденĕсен кавалерĕ, «2-мĕш пилĕкçуллăх» (1954-1960), «Слава» (1960-1990) колхозсен тата «Свобода» ял хуçалăх производство кооперативĕн (1994-2001) ертỹçи Иван Яковлевич Денисов хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ял хуçалăхне, тăван çĕре халалланă. Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче пултаруллă ертỹçĕ çуралнăранпа 100 çул пулать. Район хаçатĕнче çак пултаруллă ертỹçĕ çинчен, ун ĕçĕ-хĕлĕпе çитĕнĕвĕсем пирки нумай çырнă, паян Чăваш Енре агропромышленность комплексĕнче хуçалăх расчетне пĕрремĕш кĕртекен пирки аса илетпĕр.

Унăн ашшĕ Яков Денисов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçламăшĕнче Шăмалак ялĕнчи «Иккĕмĕш пилĕкçуллăх» колхоза ертсе пынă. Яков Степанович пĕрремĕшсен шутĕнче фронта яма ыйтса çырнă. Анчах çар комиссариатĕнче унăн ыйтăвне тивĕçтермесĕр хăварнă, мĕншĕн тесен ун чухне хăш-пĕр ертỹçĕсене бронь панă пулнă. Çапах та пĕр-ик уйăхран председатель çине тăнипе тăватă тантăшĕпе пĕрле повестка илнĕ. Яков Степанович, шел пулин те, вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенче тата уйăхĕсенче фронта кайнă нумай юлташĕсем пекех, киле таврăнайман…
Иван Яковлевич Хĕрлĕ çар ретне 1943 çулта тăнă, вăл Инçет Хĕвел тухăçра Совет Союзĕн чиккисене хỹтĕленĕ, милитаристла Японие хирĕç çапăçусене хутшăннă. 1950 çулта, çичĕ çул салтак хĕсметĕнче тăнă хыççăн, тăван яла таврăннă та бухгалтера вĕренсе тухнă, Шупашкарта партин шкулĕнче вĕреннĕ. Кĕçех ăна «Иккĕмĕш пилĕкçуллăх» колхоз председательне суйланă. Çĕнĕ хуçа кĕске вăхăтра ашшĕн вăрçа тухса каяс умĕн хăварнă хушăвне пурнăçланă, производствăна эффективлă аталантарма пултарнă. Çĕнĕ тракторсемпе комбайнсем, ытти ял хуçалăх машинисем туяннă, механизациленĕ фермăсем ĕçлеме пуçланă. Колхоз районта пĕрремĕш пулса хăватлă генератор туяннă, вăл производство участокĕсене электроэнерги пама пуçланă. Ял çыннисене ĕç кунĕсемшĕн ытларах тỹлеме тытăннă.
«Иккĕмĕш пилĕкçуллăх» колхоз аталанăвне асăрхамасăр юлман. Район ертỹлĕхĕ çывăхри темиçе хуçалăха пĕрлештерме шутланă. Райкомăн пĕрремĕш секретарĕпе А.В.Турхановпа, райĕçтăвком председателĕпе И.С. Степановпа пĕрле колхозниксен пĕрлехи пухăвне обкомăн пĕрремĕш секретарĕ И.П. Прокопьев çитнĕ, вăл И.Я. Денисовпа пĕр чаçре хĕсметре тăнă.
— Эпир вăрçă фронтовикĕ мирлĕ фронтра ĕçленипе кăмăллă, — тенĕ Илья Павлович, çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем, çичĕ çывăхри ялсен представителĕсем умĕнче сăмах илсе. — Иван Яковлевича çĕнĕ пысăклатнă хуçалăхăн председателĕ пулма суйлама сĕнетĕп…
Зал тăвăллăн алă çупса кандидатурăна ырланине çирĕплетнĕ.

Çичĕ комплекслă бригадăран тăракан çĕнĕ колхозра чи лайăх çулсенче 8 пин гектар çĕр, 1 пин пуç ытла мăйракаллă шултра выльăх, 1300 сысна, 900 сурăх, 5000 яхăн чăх пулнă. Анчах тухăçлăхпа пур отрасль те Шăмалакри комплекслă бригадăран пĕрре çурă-икĕ хут кая юлса пынă. Çавăн пекех 200 пин тенкĕ ытла кредит тата колхозниксем умĕнче 124 пин тенкĕ парăм пулнă.
Малтанхи колхозсен ĕçĕсене тата финанс хучĕсене тишкерсе, Иван Яковлевич бригадăсен хушшинчи хутшăнусене тĕплĕн улăштармаллине ăнланнă. Кашни тенкĕ тухăçлă ĕçлемелле. Çак тĕллевпе вăл специалистсемпе пĕрле малта пыракан «Победа» тата «Гвардеец» колхозсене çитсе курнă, хăй патне опытлă экономист-экспертсене чĕннĕ. Кĕçех правлени пайташĕсем тата пĕрлешỹ хыççăн тỹрех йĕркеленĕ экономика канашĕ колхозăн пур подразделенийĕсенче те хуçалăх расчетне кĕртме йышăннă.
Ĕçе çĕнĕлле йĕркелес тата хуçалăх шайĕнчи расчет пирки положени хатĕрленĕ, унпа кашни колхозника паллаштарнă. Ĕç кунĕпе тỹлесси вырăнне «оклад» тата «ĕç укçи» ăнлавсем кĕнĕ. «Слава» колхозра районта пĕрремĕш гарантиленĕ ĕç укçи тỹлеме пуçланă. Çул пуçламăшĕчченех пур производство подразделенийĕ продукци туса илесси, тăкаксем тата тупăш илесси пирки конкретлă цифрăсемпе хуçалăх расчет заданине илнĕ.
Уйрăм йĕркепе ĕç укçин шайне палăртнă, вăл икĕ пайран тăнă: гарантиленĕ (70 процент) тата туса кăларнă продукцирен (30 процент). Заданисене уйрăм ĕçченсене те — трактористсене, водительсене, ĕне сăвакансене, пăру пăхакансене, сысна ĕрчетекенсене — çитернĕ. Тăкаксене перекетлессине уйрăм тимлĕх уйăрнă. Вăл производство подразделенийĕн тата кашни ĕçченĕн ĕçне хакламалли тĕп кăтарту пулса тăнă. Колхоз председателĕ те, специалистсем те, управлени аппарачĕ те пĕр çыхăра пулнă, нумайрах паха продукци (тупăш) туса илсен — преми тата хушма тỹлев тивĕçет. Перекетленĕ укçан 40 процентне пурнăçлакана тỹрех тỹленĕ.
Хуçалăх расчечĕн арифметикине пур колхозник те пĕлнĕ. Тăкаксене перекетлес тĕллев пурне те ярса илнĕ. Хуçалăх расчечĕ никĕсĕ çинче çемье подрядне йĕркеленĕ, ку мелпе пахча çимĕç, хăмла, çĕр улми тата ытти культурăсене çитĕнтернĕ çĕрте ăнăçлă усă курнă. Ку продукцин хăй хаклăхне пĕрре çурă-икĕ хут чакарма пулăшнă. Иван Денисов ертсе пынипе 2-3 çул иртсен колхозниксем хăйсен тупăшĕсем ỹснине туйнă. Ĕç укçи ял хуçалăх сферинче районта кăна мар, республикăра та чи пысăккисенчен пĕри пулнă.
Колхозăн тупăшĕ ỹснĕ. Пĕрлештернĕ хуçалăх малтан тăкакпа ĕçленĕ пулсан, темиçе çултан колхозăн расчет счетĕнче малтан çĕршер пин, каярахпа — миллионшар тенкĕ таса тупăш пухăнма пуçланă. Уйсен тухăçлăхĕ 2,5 хут ỹснĕ, выльăх-чĕрлĕх тухăçлăхĕ — 3 хут патне.
Кашни ялта строительство бригадисем пулнă. Вĕсен вăйĕпе колхозра çĕр ытла пысăк объект тунă. Колхозниксем валли уйрăм çуртсем, специалистсем валли сакăр хваттерлĕ çурт туса лартнă.
И.Я.Денисов ертсе пынипе «Слава» колхоз правительствăн пысăк наградине — Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне — тивĕçнĕ. 1987 çул пĕтĕмлетĕвĕпе хуçалăха районти 10 куçса çỹрекен ялавран çиччĕшне панă. «Слава» колхоза опыт илме Раççейри, Беларуçри тата Украинăри облаçсен делегацийĕсем килсе çỹренĕ.
2018 çулта Иван Яковлевич пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă. Паллă председателĕн тăван ялĕнче паян, пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче, аса илỹ каçĕ иртет, унта республикăри АПК ĕçченĕсемпе ветеранĕсем, Иван Яковлевичпа юнашар ĕçленĕ колхозниксем тата специалистсем хутшăнĕç. Денисов пирки вĕсен кашнин хăйĕн тĕрлĕрен аса илĕвĕ пур, анчах та пĕр япалара вĕсем пĕр шухăшлă пулĕç: вăл пысăк сас паллирен çырăнакан Председатель пулнă, хăйĕн ĕçне тата тивĕçне таса чĕререн парăнса, тăван çĕре чунтан юратса ырми-канми ĕçленĕ.
Николай Леонидович Павлов (Лаш Таяпа, «Слава» колхозăн бухгалтерĕ (1969-1979), тĕп бухгалтерĕ (1979-2000):
— Иван Яковлевич çынна ĕçлеттерме те, ĕçшĕн хавхалантарма та пĕлетчĕ. Тăкаклă хуçалăхран миллионер колхоз туса хума пултарчĕ. Хуçалăх шучĕпе ĕçре кирлĕ çурт-хуралтă çеç мар, социаллă çурт-йĕр те нумай турăмăр, Лаш Таяпара — культура керменĕ, шкул, больница, ача сачĕ, сакăр хваттерлĕ çурт, Елчĕкпе çыхăнтаракан çул; Шăмалакра — шкул, ача сачĕ, почта çыхăну уйрăмĕн çурчĕ, перекет касси, аптека тата больница вырнаçнă çурт, яла кĕрекен асфальт çул; Вăрăмхăвара — шкул.
Пĕр çын темле пултаруллă пулсан та, пĕччен темех тăваймасть. Иван Яковлевич хăй тавра пултаруллă çынсене пухма пултарнă, тĕп бухгалтер Николай Леонидович Павлов, тĕп экономист Анатолий Михайлович Чернов, тĕп агроном Савелий Игнатьевич Иванов, тĕп зоотехник Николай Васильевич Князев, парторг Геннадий Тимофеевич Туманов, комплекслă бригадăсен бригадирĕсем — Владимир Ильич Евполов, Алексей Леонидович Павлов, Андрей Германович Карамаликов, Петр Борисович Гордеев, Василий Федорович Еремеев, Рахимзян Минуллович Багаутдинов тата ыттисем те пĕр çыхăра, пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса ĕçленĕ.
Дмитрий Леонидович Николаев (Шăмалак, «Слава» колхозра тракторист, 1982 çултан механик-экспедитор пулса ĕçленĕ):
— Эпĕ çамрăклах колхозра трактористра ĕçлеме пуçланă. Иван Яковлевич мана, аслă пĕлỹсĕрскере, училище çеç вĕренсе пĕтернĕскере механик-экспедитор должноçне шанса пачĕ. Çынсене витĕр курса тăнă вăл, кам мĕн пултарнине туйнă. Экспедитор ĕçне кỹлĕнсен çĕршыври чылай хулана (Мускава, Волгограда, Чулхулана, Чĕмпĕре, Владимира тата ыттисене те) çỹреме, саппас пайсене тỹрремĕн заводсенчен туянма пуçларăмăр. Иван Яковлевич яланах хавхалантарса пыратчĕ — çула тухма нихăçан та чарман, заводсемпе çыхăну йĕркелеме пулăшнă…
Иван Денисов 2005 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Вĕсем мăшăрĕпе, Зинаида Капитоновнăпа, икĕ хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ.
Владислав НИКОЛАЕВ.
Сăн ỹкерчĕксенче: И.Я.Денисов; Денисовсен çемйи.

