Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Парăм пуррипе çуккине тĕрĕслĕр

Парăм пуррипе çуккине тĕрĕслĕр

Парăмсене шыраса илес тĕлĕшпе рейдсем йĕркеленĕ май хăш-пĕр парăмçăсем тĕрлĕ сăлтава пула /налук инспекцийĕн, суд приставĕсен ĕçченĕсен çырăвĕсене алла илеймен, пропискăра тăракан çуртра пурăнмасть, ытти региона ĕçлеме çÿрет е ытти те/ хăйсен парăмĕ пуррине пĕлменни пирки хыпарлаççĕ.

Çавăнпа та кашни çыннах хăйĕн парăмĕ пуррипе е çуккине кăсăкланса Федерацин налук службин сайчĕсене /адресĕсем: www.nalog.ru; www.r21.nalog.ru/ е Федерацин суд приставĕсен службин сайтне /osp26@r21.fssprus.ru/ /«Банк данных» баннерта хăвăрăн хушаматăра, ятăра, аçăр ятне, çуралнă вăхăта çырмалла/ кĕме сĕнетпĕр.
Парăм пирки пĕлсе ăна вăхăтра тÿлени тĕрлĕ пăтăрмахран упрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code