Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Йывăçсем лартнă

Хамăр пурăнакан тавралăха йывăç лартасси çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăратпăр.

«Йывăç ларт» акцие халăх кăçал та яланхилле активлă хутшăнать. Çак кунсенче кашни ял тăрăхĕнче йывăç-тĕм лартассипе чылай ĕç пурнăçланă.

Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем акцие кружок членĕсене анчах мар, ыран çар ретне тăракан призывниксене те хутшăнтарнă – культура çурчĕ умне юман тата ытти йывăç хунавĕсене лартса хăварнă.

Сывă ÿт-пÿре – сывă ăс-тăн

Çак каларăша тĕпе хурса пурăнаççĕ Патреккелсем.

Çак кунсенче культура ĕçченĕсем йĕркеленипе кунта спортпа ташă кунĕ иртнĕ. Ятарлă флешмоба хутшăннă ачасем ырă кăмăл-туйăм илнипе пĕрле сывлăхне те çирĕплетнĕ.

Электронлă ĕç кĕнеки

Кăçалтан Раççейре электронлă ĕç кĕнеки çине куçас тапхăр пуçланчĕ.

Çакă ĕçпе тивĕçтерекеншĕн анчах мар, ĕçлекеншĕн те питĕ меллĕ. Хальхи вăхăтра районти 257 çын хăйĕн ĕç кĕнекине электронлă мел çине куçарнă. Гражданин малашне те малтанхи евĕр хут ĕç кĕнекипе усă курма е ăна электрон мелĕ çине куçарма пултарать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code