Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çав çулсен çухалмĕ чапĕ

Çав çулсен çухалмĕ чапĕ

Аслă Çĕнтерỹ кунĕ мĕн пур уявран та аслă та мăнаçлă, сăваплă. Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашизма çапса аркатса Çĕнтерỹ тунăранпа 77 çул çитнине уявларăмăр. Уява эпир кашни çулах пурте хумханса тата савăнса кĕтсе илетпĕр. Вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварнă тата Европăри халăхсене мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветеранăмăрсен, тылра ырми-канми тăрăшнă ĕçченсен, салтак арăмĕсен, хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсен, вăрçă хирĕнчен таврăнайманнисен умĕнче пысăк парăмра пулнине халăхăмăр ĕмĕрех асра тытать. Шел пулин те, фашизм каллех пуçне çĕклесшĕн, Раççей каллех нацизма хирĕç çапăçать — Украинăри ятарлă çар операцийĕнче Раççей салтакĕсем пурнăçĕсене шеллемесĕр пысăк паттăрлăх кăтартаççĕ. Çавна май кăçалхи мероприяти тата та пĕлтерĕшлĕрех, хумхануллăрах иртрĕ.

«Асăну çурти» манма памасть

Аслă Çĕнтерỹ уявне халалланă тĕп мероприятисем районта çулсеренех майăн 8-мĕшĕнче пуçланаççĕ. Çак кун кашни ялтах вăрçăран таврăнайманнисене халалласа лартнă палăксен умĕнче митингсем тата концертсем иртеççĕ. Маларах уява хаяр вăрçăн тусанлă та юнлă сукмакĕсемпе утса тухнă, вăрçăн йỹçĕ çăкăрне астивнĕ ветеран-фронтовиксем, тыл ĕçченĕсем йышлăн хутшăнатчĕç, хăйсем тỹссе ирттернĕ вăрçăн терт-нуши пирки ĕнентерỹллĕн каласа кăтартатчĕç. Пурнăçăн хăйĕн саккунĕ: шел пулин те, вăрçă хирĕнче алла пăшал тытса çапăçнă, тылра сенĕк-кĕрепле тытса ĕçлесе Çĕнтерĕве çывхартнă ветерансем çулран-çулах пирĕнтен уйрăлса кайса пыраççĕ. Районта паянхи кун икĕ вăрçă ветеранĕ — Чăваш Тăрăмĕнчи Илья Степанович Волковпа Кармалти Иван Алексеевич Алексеев, 32 салтак арăмĕ, 213 тыл ветеранĕ пурăнать. Вĕсем чылайăшĕ выртса тăраççĕ, пысăк пайĕ çурт умĕнчен аякка каяймасть.

Майăн 8-мĕшĕнче «Асăну çурти» акци старт илет. Район центрĕнче, çывăхри ялсенче пурăнакансем, райадминистрацин ĕçченĕсем, Елчĕк шкулĕнчи педагогсемпе вĕренекенсем çак кун каçхине Тĕп лапама пуçтарăнчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, мирлĕ вăхăтра та тĕрлĕ хирĕç тăрăва хутшăнса пуçĕсене хунă паттăрсене асăнса ирттернĕ асăну каçне хутшăнчĕç вĕсем. Яшсемпе хĕрсем чи малтанах палăксем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Унтан çуртасем йăтса пĕр кана шăп тăчĕç. Вĕренекенсем, культура ĕçченĕсем, искусство шкулĕн ĕçченĕсемпе воспитанникĕсем вăрçă çулĕсене сăнарлакан юрри-сăввисем, ташшисем урлă çапăçу хаярлăхне тата саманчĕсене сăнарласа чĕресене хумхантарчĕç. Мирлĕ пурнăç кĕввисем пурнăç мĕн тери илемлĕ пулнине, çак çутă тỹпене пире пурнăçне хĕрхенмесĕр тăшмана хирĕç çапăçнă салтаксемпе тылри паттăрсем парнеленине аса илтерчĕç. Çамрăк армеецсен «Орленок» уйрăмĕ вĕçĕмсĕр çунакан çулăм умне тăрса çитĕнекен ăру тата пулас салтаксен ячĕпе асаттесемпе асаннесен, мĕн пур ăрăвăн вилĕмсĕр паттăрлăхне асра тытма тупа тунă хыççăн сывлăша кăвакарчăн-шарсем çĕкленчĕç, тỹпе Çĕнтерỹ салючĕпе çуталчĕ. «Асăну çурти» акцие хутшăнса ытти ял тăрăхĕсенче те тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ир-ирех Елчĕк ялĕ çийĕн патриотла кĕвĕ-юрă шăранчĕ. Халăх ялавсемпе, шарсемпе, чечексемпе, плакатсемпе тата лозунгсемпе капăрланнă урамсем тăрăх нихçанхинчен мăнаçлăн утăмларĕ. Эпĕ мĕн астăвассах çак кун çулсеренех (хăш чухне сулхăнрах пулин те) уяр çанталăк тăрать. Кăçал та тỹпери сар хĕвел ăшшине халăх çине пĕр шелсĕр сапаларĕ. Çак чаплă уявшăн çут çанталăк та савăнать, вăрçă паттăрĕсен умĕнче пуç таять тейĕнех. Предприятисемпе организацисен коллективĕсем, ял тăрăхĕсен делегацийĕсем тата хăнасем вăрçăра е унтан таврăнсан вилнĕ ветеран-фронтовиксен, тыл ĕçченĕсен, хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисен портречĕсене йăтса 9 сехет тĕлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, тĕрлĕ çулсенче «хĕрỹ точкăсенче» пуçĕсене хунă тата паянхи кун çĕршывăн мирлĕ тỹпине хỹтĕлекен ентеш-летчиксене халалланă монумент умне пуçтарăнчĕç.

Стройра — Çĕнтерỹçĕ-салтак

«Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансен шучĕ çулран-çул йышлансах пырать. Кашниех çапла майпа Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнĕ тăванĕсен паттăрлăхне асра упранине кăтартать, вĕсене мирлĕ тỹпешĕн тав тăвать. Çĕнтерỹçĕ-салтакăн яланах стройра пулмалла, Аслă Çĕнтерỹ уявне, сăн ỹкерчĕк урлă пулсан та, курмаллах унăн!

Юрăсем янранă май халăх урамсем тăрăх тăванĕсен портретне йăтса утни чĕрере калама çук ырă туйăм çуратать. Сăмахпа ăнлантарса пама май çук çак туйăма. Аслисемпе юнашар кĕçĕннисем те йышлăн хутшăнчĕç акцие. Çакă çитĕнекен ăрăва çĕршыв историне сума сума, патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшать. «Вилĕмсĕр полк» акцине хутшăнакансем Кооператив, Беляев, Совет урамĕсемпе утса Тĕп лапама пуçтарăнчĕç.

Аслă Çĕнтерĕве халалланă митинг уçăлсан уява пуçтарăннисене чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламларĕ.

— Шăп çак кун — 77 çул каялла совет халăхĕ пĕр пулса фашизма çапса аркатнă. Аслă Çĕнтерỹ çăмăлпа килмен. Çĕршыври пĕтĕм халăх — ватти-вĕтти — кар тăнăран анчах эпир хăрушă тăшмана çĕнтерме пултарнă. Паян эпир вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă, терт-нуша тỹснĕ мĕн пур паттăр умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Юлашки çулсенче нацизм каллех пуç çĕклеме пуçлани хумхантарать. Раççей салтакĕн каллех фашизма хирĕç çапăçма тивет — хальхинче Украина территорийĕнче. Аттемĕрсен, асаттемĕрсен тата мăн асаттемĕрсен паттăрлăхне асра тытса халăха тăшманран пирĕн район çамрăкĕсем те паттăррăн хỹтĕлеççĕ.

Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов хутшăнчĕç. Юрий Алексеевич хăйĕн ашшĕ Алексей Попов та вăрçăра çапăçни пирки каласа кăтартрĕ, унăн паттăрлăхĕн аса илĕвĕсем пурнăçра пулăшса пынине палăртрĕ.

Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин Гимнĕсем мăнаçлăн янăранă хыççăн Тĕп лапам тăрăх салтак тумĕсемлĕ хĕрсем вăрçă историйĕнчи мăнаçлăх страницисене, палăксене сăнарланă баннера илсе тухрĕç. Митинга хутшăннисем вăрçă хирĕсенчен таврăнайманнисене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç.

Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсене сума суса районти предприятисемпе организацисен представителĕсем, тĕрлĕ вырăнта службăра тăнă ветерансем палăксемпе обелисксен умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Уява культура ĕçченĕсем капăрлатрĕç. Районти пĕрлештернĕ хор, «Туслăх» халăх хорĕн коллективĕ «Поклонимся великим тем годам» юрра шăрантарнă вăхăтра çамрăк армеецсем лапам тăрăх Раççей Федерацийĕн тата Çĕнтерỹ ялавĕсене, вăрçăра вилнĕ паттăрсен хисепне палăртнă тата Раççейĕн Герой-хулисене çырнă табличкăсене йăтса утрĕç.

Курнавăшри вулавăш ертỹçи Раиса Горшкова çĕнтерỹçĕ салтака халалланă палăк умĕнче вăрçăра вилнĕ ывăлне кĕтекен амăшне сăнарласа каланă хỹхлев сăмахĕсем уява пуçтарăннисене хумхантарса куççульлентерчĕç.

Культура ĕçченĕсем тĕрлĕ палăкпа монумента («Брест крепоçĕ», «Çĕр-аннемĕр чĕнет», «Концлагерьте нуша курнисене», «Тăлăх арăм тата салтак амăшĕ», «Берлин хулинче нимĕç хĕр ачине çăлнă совет салтакĕ», «Паттăр салтаксене», «Вăрçă ачисем»…) евĕрлесе хатĕрленĕ театрализациленĕ кăтарту митинга хутшăннисене тарăн шухăша ячĕ, самантлăха та пулин вăрçă вăхăтне тавăрчĕ. Вăрçă… Ытла та хăрушă вăл. Мирлĕ вăхăт сенкер те хĕвеллĕ тỹпепе, чечеклĕ улăх-çаранпа палăрать пулсан, вăрçă хура тĕспе тулнă. Палăксен умне ỹпĕннĕ хуйхăпа тулнă хĕрарăмсем, çапăçу хирĕнчен таврăнайман салтаксем, выçлăхпа тата сивĕпе аптраса тылра ырми-канми тăрăшнисем, юнпа пĕвеннĕ аманнă салтаксемпе ачасем, концлагерьсенче асапланакансем, вăрçа пула ачалăх курман ачасем. Мĕн пур çĕрте хаярлăхпа тискерлĕх, çухату, ылхану. Çав вăхăтрах культура ĕçченĕсем хăйсен тыткаларăшĕ урлă çĕршывăмăрăн мăнаçлăхне, совет халăхĕн никама пăхăнманлăхне витĕмлĕн çутатса пама пултарчĕç. Çĕнтерỹ ытла та йывăрпа туптаннине тепĕр хут курса ĕненчĕ халăх. Çĕнтерĕве халалланă пĕрлехи вальс та кашнинех тыткăнларĕ.

Малалине хаçатра вулама пултаратăр…

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code