Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи телейлисем

Чи телейлисем

Телее кашни çын хăйне майлă ăнланать. Мул-пуянлăх, атте-анне тупри, илемлĕ сăн-пит, çирĕп сывлăх…Кама мĕнле ĕнтĕ. Пур уйрăм ушкăн, хăшĕ нумай вĕренсе пĕтĕм халăхшăн усăллă ĕç тунипе хăйне чи телейли тесе шутлать. Ăнлантăр пулĕ педагогсем пирки сăмах пынине.

Чи телейлисене — Кĕçĕн Таяпари, Таяпа Энтринчи, Каркаларти шкулсенче, «Таябинка» ача садĕнче вăй хунă учительсене, воспитательсене, тĕрлĕ ĕç пурнăçланисене йыхравларăмăр та эпир иртнĕ кунсенче культура çуртне. Вăтăр ытлан пуçтарăнчĕç. Вĕсенчен кашниех ачасене шкул валли мар, пурнăç валли ăс парса çитĕнтерессишĕн тăрăшнă. Пĕрле пухăнма май туса панăшăн епле хĕпĕртерĕç-ха вĕсем — калас сăмахĕсен вĕçĕ çук тейĕн. Пурне те ал ĕç кружокĕнче хатĕрленĕ хитре чечексем парнелерĕмĕр.

Уява килнĕ наставниксене Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн пуçлăхĕ Лариса Ильина саламларĕ, пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ, малашне те общество пурнăçĕнче хастар пулма ырă сунчĕ. Кĕçĕн Таяпа тата Таяпа Энтри ялĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсен ертỹçисем — Глафира Григорьевăпа Елена Петрова та ĕçтешĕсене ăшă сăмахсем каларĕç.

Уяв юрă-кĕвĕсĕр епле пултăр-ха. «Тускил» вокалпа инструментсен ансамблĕ пирĕн патăмăрта пĕрремĕш хут мар, хальхинче те ăна ветерансем питĕ хапăл пулчĕç: юрăçсемпе пĕрле юрласа киленчĕç. Юрий Кашкăр, Леонид Колсановпа Владимир Матвеев та илем кỹчĕç уява.

Ăш пиллĕ тĕл пулу малалла тулли кĕрекере тăсăлчĕ. Кунта аса илỹсем пĕр вĕçĕмсăр çуралчĕç. Паянхи тата 90 çула çывхаракан ĕнерхи педагогсен пĕрле сỹтсе явмалли тупăнсах тăчĕ. Юрă çаврăмĕсем те хăй тĕллĕнех умлăн-хыçлăн шăранса тухрĕç…

С.ПОНКРАТЬЕВА,
Кĕçĕн Таяпари культура çурчĕн заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code