Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пултарулăхĕ тапса тăрать

Пултарулăхĕ тапса тăрать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн икĕ хут стипендиачĕ Наталия Муллина Кĕçĕн Таяпари культура çуртĕнче 12-мĕш çул ĕçлет. Культорганизаторта тимлекенскер, ятарлă пĕлỹ илмен пулин те, ялти халăхăн канăвне туллин йĕркелессишĕн ырми-канми тăрăшать. Ĕç ỹсĕмĕ Светлана Понкратьева заведующипе килĕшỹре вăй хунипе те çыхăннă.

Кĕçĕн Таяпасем 2021 çулта «Республикăри чи лайăх культура учрежденийĕ» конкурсра çĕнтерсе 175 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ, унпа сцена костюмĕсем туяннă. Иртнĕ çул çак ята округ шайĕнче çĕнсе илнĕ.

Наталия Леонидовна хальхи вăхăтра Шупашкарти Н.Никольский ячĕллĕ педучилищĕре куçăмсăр майпа воспитателе вĕренет. Асăннă професси ачасемпе çеç мар, çитĕннисемпе хутшăнассинче питĕ кирлĕ тесе шутлать вăл. Ялти кану вучахĕн хĕмлĕхне чакармасăр округри культура, спорт мероприятийĕсенчен те айккинче юлмасть. Мăшăрĕпе — Вениаминпа — «Тускил» ансамбльте те тĕп шăнăр вĕсем. Иртнĕ çул çамрăксем çемьесен республикăри конкурсĕнче «Чи пултаруллă çемье» номинацире çĕнтернĕ.

Н.Муллинăна, пултарулăхне кура, культура ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code