Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Баскетболистсем тупăшнă

Баскетболистсем тупăшнă

«Улăп» ФОКра А.Марков полици лейтенантне асăнса 2004 çулхи тата унран кĕçĕнрех хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче баскетболистсен финалти тапхăрĕн ăмăртăвĕ иртнĕ.

Хĕр ачасенчен Кивĕ Эйпеçсем мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Патреккелсемпе Елчĕксем йышăннă.

Арçын ачасенчен чи вăйлисем – Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем. Кивĕ Эйпеçсемпе Патреккелсем – иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.

Мария Смирнова /Кивĕ Эйпеç/, Павел Окружнов /Аслă Таяпа/ тупăшăвăн чи лайăх выляканĕсем пулнине палăртнă, вĕсем Чăваш Ен баскетбол федерацийĕн призĕсене илме тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code