Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эх, мунчи!

Эх, мунчи!

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватă тата сусăр çынсен стационар пулăшăвĕ паракан уйрăмĕнче кунта канлĕх тупнисен пурнăç условийĕсене лайăхлатас, территорие хăтлăлатас тĕлĕшпе нумай ĕç йĕркеленет.

Хальтерех кирпĕчрен купаланă мунча хута яни те çакăн çинчен калать. Ăна кĕске вăхăт хушшинче туса пĕтересси чи малтанах халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр ертỹçи Владимир Федоров документсемпе тата финанспа çыхăннă ĕçсене васкавлă татса панинчен килнĕ.

Асăннă объекта регионти «Аслă ăрурисем» проектпа килĕшỹллĕн тунă. Подряд организацийĕ — Патăрьелĕнчи «Каскад» сахал яваплă общество. Строительсем хăйсен ĕçне пахалăхлă, пĕлсе пурнăçлани курăнать. Кунта салтăнса тăхăнмалли тата çăвăнмалли уйрăм пỹлĕмсем, лапка, чей ĕçсе килĕнмелли ятарлă вырăн пур. Мунчана сивĕ шыв пăрăх тăрăх кĕрет.

Мунчан тулаш енĕ те илĕртỹллĕ, аякранах капмар курăнать. Подрядчик ĕçĕпе уйрăм заведующийĕ Антонина Осипова, социаллă ĕçченсем, эпир те, кунта пурăнакансем, питĕ кăмăллă.

Халĕ, «мунча сиплет» каларăша тĕпе хурса, хĕрсех хурăн милĕкĕ хатĕрлетпĕр. Мĕнех, мунчи тутлă пултăр!

Юрий ГОРДЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code