Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Айккинче юлмастпăр

Айккинче юлмастпăр

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парасси округра малаллах пырать.

Салтаксене вĕсене хăйсене те пирĕн енчен хỹтлĕх кирлĕ. Ĕнел ялĕн çыннисем пурнăçпа вилĕм хушшинче тăракансемшĕн кашнийĕншĕн пăшăрханаççĕ, вĕсем ашшĕ-амăшĕ, хăйсен çемйисем патне сывă та тĕрĕс-тĕкел таврăнасса шанаççĕ.

Украинăри хаяр хирĕç тăрăва Ĕнелĕнчен те сахал мар çамрăк хутшăнать. Вĕсене тата ытти хỹтĕлевçĕсене пулăшас тĕллевпе гуманитари акцийĕсенче хастарлăх кăтартать туслă ял-йыш, маскировка тетелĕсем çыхса хатĕрлессине мала хурать. Иртнĕ çул та сахал мар сетка ăсатнă.

Нарăс уйăхне те нимелле ĕçренех пуçларĕç ял хастарĕсем: иртнĕ эрне вĕçĕнче клуба пуçтарăнса самаях пысăк сетка çыхса пĕтерчĕç. Кирлĕ материалсене Геннадий Федоров туяннă, çавăн пекех ялти хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлама пухнă укçа-тенкĕрен уйăрнă.

Ырă юхăм округри ытти ялсенче те вăй илнĕ. Аслă Таяпари, Чăваш Тăрăмĕнчи, Шуршури хĕрарăмсем Любовь Горшкова, Галина Малова, Антонина Павлова хастарсем ертсе пынипе, çавăн пекех Кармалсем те пикенсех хỹтлĕх сеткисем çыхаççĕ.

Ольга ВЛАДИМИРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code