Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пурнăç йывăрлăхра нумай тĕрĕслерĕ»

«Пурнăç йывăрлăхра нумай тĕрĕслерĕ»

Елизавета Ильинична Михеева Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче Ильяпа Евдокия Наумовсен çемйинче 1936 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче çуралнă.

Вулакана унăн аса илĕвĕпе паллашма сĕнесшĕн:

«Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 5 çулти ача кăна пулнă. Çапах та аттене фронта ăсатни куç умĕнчех. Эпир çемьере виçĕ ача пулнă. Асли — эпĕ, иккĕмĕшĕ Роза 4-ра, кĕçĕнни Петя — уйăхри ача. Атте мана çĕклесе илсе аннене пулăшма, хамран кĕçĕннисене пăхма пиллесе хушса хăварчĕ. Аттене ăсатма Канаш хулине анне те пĕрле кайнине астăватăп.

Пурнăç пĕрре те çăмăл пулман. Çапах та анне, темле йывăр пулсан та, ĕне усрама пăрахмарĕ. Ачасемшĕн çăлăнăç пулĕ тесе каларĕ. Чăнах та, çынсем апат тупма йывăрри çинчен калатчĕç. Хĕлле тата нушаллăччĕ. Çимелли çинчен те, ăшăнмалли пирки те шутламаллаччĕ. Çулла çитсен пĕтĕм вĕт-шакăр ялти çырмана, улăха курăк пухма каяттăмăр. Чăкăт курăкĕпе мăяна хамăн хĕр тантăшсемпе, Çинукпа тата Марчепе, татма çỹреттĕмĕр. Тĕрĕссипе, вĕсене те тупма çăмăл пулман. Пирĕн пеккисем ялĕпехчĕ. Анне курăксене типĕтсе çăнăх авăртатчĕ, пашалу пĕçеретчĕ. Мана, пĕчĕкскере, вучах чĕртме хушса хăваратчĕ вăл. Унсăр пуçне хамран пĕчĕккисене те пăхмалла. Курăк яшкине сĕт хушса тутлăлантараттăмăр, шурататтăмăр. Ун чухнехи ĕнесем хальхи пек сĕт нумай паман. Вĕсене çитерме те апачĕ ирĕклĕ пулман.

Крахмалтан пĕçернĕ пашалу питĕ тутлăччĕ. Пирĕн аннесем çав курăк апачĕпе мĕнле йывăр ĕçсене тума вăй-хăват çитернинчен халĕ те тĕлĕнетĕп. Анне лаша вырăнĕнче ĕçленĕ. Суха пуçĕ хушшине хăй тăратчĕ. Эпир, вĕтĕр-шакăр, çĕр улми пăрахкаласа пыраттăмăр. Пирĕн пушă вăхăт пулсанах анне ĕне валли çум курăк пуçтармаллине аса илтеретчĕ. Хатĕрлени, паллах, нумая пыман. Хĕлле вара аслăк тăррине витнĕ кивĕ улăма çитерни те куç умĕнчех. Вырмана тухсан анне мана, эсĕ асли тесе, пĕрле илетчĕ ĕçе. Пĕр пучах юлмиччен анана тасатмаллаччĕ, анне хатĕрленĕ тырă кĕлтисене йăтмаллаччĕ. Йăтма вăй пулманнипе сĕтĕреттĕмччĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче ялта ыйткалакансем питĕ нумайччĕ. Мĕнле те пулин ачисене выçăпа вĕлерес мар тесе апат ыйтатчĕç. Анне вĕсене çĕр каçма кĕртсен курăк яшки çитеретчĕ. 1943 çулта, икĕ çул тултарсан, Петя шăллăм вилсе кайрĕ: те эпĕ лайăх пăхайманнипе, те выçăпа, те чирлĕ пулнă вăл. Анне куççулĕпех кăшкăрса йĕнĕччĕ.

— Аçу килсен мĕн калăпăр, мĕнле куçпа пăхăпăр? — тени паянхи кун та асăмран тухмасть.

Ун чухне 7 çула çитнĕччĕ эпĕ. Аннене йăпатма ăш сăмахсем те тупма пĕлмен ĕнтĕ.

Шкула 1943 çулта кайнă. Евдокия Владимировна пире вĕрентме Хăвăлçырмаран çỹретчĕ. Класра сивĕччĕ. Урасем пăр пек шăнса каятчĕç. Тăла сырнă çăпатасем шăнса пăрланатчĕç. Ăшăнас тесе пĕр-пĕрне тытмалла выляттăмăр. Нумай чухне сивĕпе шкула та çỹремен. Вăрçă çулĕсенчи хĕлсем мана питĕ сивĕ пулнăн туйăнаççĕ халĕ те. Почтальона кашни кун чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Тăрсан-тăрсан репродукторпа пĕр-пĕр хулана каялла илни, пирĕннисем нимĕçсене çĕнтерсе пыни çинчен пĕлтеретчĕç. Ун чухне вара пурте урама сиксе тухаттăмăр. Аттерен çыру илнĕ кун — чи савăнăçличчĕ. Çапах та вăрçă пĕтнине пĕлтерекен хыпар пуриншĕн те чи пĕлтерĕшличчĕ. Ял столовăйĕнче ĕçлекен Марук аппа урам тăрăх вăрçă пĕтни çинчен кăшкăрса чупнине курса çемйипех эпир те урама чупса тухнăччĕ. Хăшĕ-пĕрисем савăнса куççулĕпех йĕчĕç, теприсем — çывăх çыннисене çухатнисем — хаяр вăрçа ылханса.

Атте, Илья Трофимович Наумов, вăрçă чарăнсан тепĕр 3 уйăхран киле таврăнчĕ. Петя шăллăмшăн сивĕ сăмах каланине астумастăп. Ĕçлеме вăл лаша витине конюха вырнаçрĕ. Эпĕ унпа пĕрле чылай çỹренĕ — 10-12 çулхи хĕр ача ăйăрсем патне тасатма пĕр хăрамасăрах кĕрсе каяттăм. Хăш-пĕр çынна лаша кỹлсе те панă.

1946 çулта çемьене тепĕр пепке килчĕ. Ăна аннепе атте вилнĕ Петя ятнех хучĕç. Манăн татах ĕç хутшăнчĕ. Ун хыççăн тата икĕ йăмăк — Маруçпа Таня — çуралчĕç. Ача пăхмалла. Шкула та 3 çул анчах çỹрейрĕм: аттепе анне пĕр шухăшлă пулса мана урăх ямарĕç вĕренме.

Вăрçă хыççăн пурнăç кăштах çăмăлланчĕ. Атте килти — çемьешĕн чăн-чăн тĕрек. Тинех эпир те çăмăллăн хаш! сывласа ятăмăр. Эпĕ майĕпен хам тĕллĕн тумтир çĕлеме те вĕрентĕм. Кайран вара йăмăкпа шăллăма та, аннене те кашни Мăнкуна хамах кĕпе çĕлесе параттăм.

Аслă Таяпа хĕрĕсем торф кăларма кайнине пĕлсен эпĕ те, 17 çулхи хĕр, Владимир облаçне вĕсемпе пĕрле кайрăм. Унти ĕç, паллах, пĕрре те çăмăл марччĕ. Торф брикечĕсене карçинкка тулли йăтаттăмăр, пысăк купасем туса транспортер çине тиеттĕмĕр. Пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă ял хĕрĕсем нимле ĕçрен те хăраман ĕнтĕ. Пĕрремĕш ĕç укçипе эпĕ пир тĕртмелли çип илтĕм. Кĕпе çĕлеме пир кирлĕ вĕт. Кайран хама, юлташ-хĕрсене те кĕпе çĕлесе патăм. Владимир облаçĕнчен таврăнсан сысна ферминче ĕçлерĕм. 1956 çулта Аслă Таяпа хĕрĕсемпех Мускав облаçне кайрăмăр торф кăларма. Унти халăх вăрçă çулĕсенче самаях нуша курни çинчен каласа паратчĕç.

Çулсем иртнĕ май вăрçă хыççăнхи колхозсем те çĕнĕрен вăй илме пуçларĕç. Хам торф кăларнă çĕре Роза йăмăкăма ярса яла таврăнтăм, вара Шупашкар хулине лента тĕртекен фабрикăна ĕçлеме вырнаçрăм. Çапах та мана ялти пурнăçах хăй енне туртатчĕ. Нумаях тăмарăм унта, яла таврăнса каллех сысна ферминче ĕçлеме пуçларăм. Ывăннине пăхмасăр хĕлле улах лараттăмăр, çулла вăйăра савăнаттăмăр. Хĕр-туссем пĕрин хыççăн тепри качча кайрĕç. Эпĕ те хамăр район йĕкĕчĕпех, Хăвăлçырма ялĕнчи Валерий Арсентьевич Михеевпа 1964 çулта çемье çавăртăм. Пăянампа пăятамăн 6 хĕр те пĕр ывăлччĕ. Аслă хĕрĕсем çемьелленнĕччĕ ĕнтĕ. Пăятам, Арсентий Михеевич, вăрçăран килсен колхоз председателĕ пулнă. Питĕ ĕçчен те ырă çынччĕ. Аслă ывăла çуратнă хыççăн чире пула вилчĕ — ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Мăшăрĕпе 9 çул анчах пурăнма пỹрчĕ. Пиллĕкмĕш ачана çуратса ĕлкĕрейменччĕ. Упăшка вилсен хĕрĕх кунтан çуралчĕ Валя ятлă хĕрĕм. Виçĕ хĕр тата икĕ ывăлшăн анне те, атте те хамăнах пулмалла пулчĕ. Кил-çурта та йăлтах тĕпрен улăштартăмăр. Ачасене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнăран, фермăран килнĕ çĕре килти ĕçсене пĕтĕмпех туса хуратчĕç. Аслине — Витали ывăлăма шанма пулатчĕ. Ĕçе аслашшĕ пекех тĕплĕ тума пĕлетчĕ. Сисмерĕм те, ачасем те ỹссе çитĕнчĕç, ывăлăмсем салтак аттине тăхăнчĕç. 1987 çулта утă уйăхĕнче усал хыпар илтмелле пулчĕ: Самар тăрăхĕнче салтакри ывăл вĕренỹ вăхăтĕнче вилнине пĕлтерчĕç. Пуçа хура тутăр çыхмалли татах пулчĕ-ха: 2021 çулта йывăр чире пула тепĕр хĕр, Галина, пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Эпĕ тỹссе ирттернине тăшмана та сунмастăп.

Мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Хăвăлçырма ялĕнче «Знамя» тата «Мир» колхозсенче сысна ферминче вăй хутăм. Çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлсан та, урăх арçын шырамарăм. Чуна ĕçпе хытартăм, ачасемпе йăпантăм. Звеньевой та пулнă, ачасем ĕçе хăнăхчăр тесе чĕкĕнтĕр, хăмла пайĕсем те илнĕ. Хама шанса панă ĕçе тивĕçлĕн пурнăçланă».

Çапла, çын хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕн кăна тỹссе ирттермест. Çапах та пурăнас, ачасене çитĕнтерес ĕмĕтпе кун кунлать. Елизавета Ильинична Михеева хăй каласа панинчен те паллă пулчĕ-ха: пурнăçĕнче нумай хура-шур курнă. Вĕсем унăн çỹçне самаях шуратнă.

Нихăçан та пуçне усман хĕрарăм темиçе хутчен те ял Совечĕн депутачĕ пулнă. Чылай Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕ те вăл хастар пулнине çирĕплетеççĕ. 1996 çулта «Ĕç ветеранĕ», 2020 çулта «Вăрçă ачи» медальсене тивĕçнĕ. Паллах, иккĕмĕш наградăшăн вăл савăнчĕ те, хурланчĕ те.

— Эпир вăрçă вăхăтĕнче курнă нушана никамăн та тек курмалла ан пултăрччĕ. Пурнăç йывăрлăхра нумай тĕрĕслерĕ мана. Паянхи кун 7 мăнукпа савăнса пурăнатăп. Кĕçĕн мăнуксем те тăххăр. Асанне, мамай тесе юратса чĕнеççĕ. Апла пулсан ахаль пурăнман, мăнуксен телейлĕ пурнăçĕшĕн тăрăшнă. Вĕсем мана малашне те пурăнма вăй-хăват парса тăраççĕ, -вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне 88 çулхи Елизавета Ильинична.

Зинаида МИХЕЕВА çырса илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code