Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă туни çĕре ỹкмест

Ырă туни çĕре ỹкмест

«Хамăрăннисене пăрахмастпăр» тени ахаль сăмах кăна мар, пурнăç принципĕ те. Çак каларăш кашни çынна кирлĕ. Хамăр пурнăçра эпир нумай çынпа тĕл пулатпăр пулин те, вĕсем пурте туссем пулаймаççĕ. Чăн-чăн туссем нумай пулмаççĕ те. Вĕсене хакламалла, йывăр самантсенче пăрахмалла мар. Шел пулин те, чылай чухне туссем хаваслă тапхăрсенче çеç кирлине туйма-курма пулать, йывăр чухне вара вĕсемсĕр пурăнма пулать тесе шухăшлать чылайăшĕ. Анчах ман ку шухăшпа килĕшес килмест. Шăпах кăткăс пулăмра пирĕн хамăрăн чăн-чăн туслăха палăртмалла, çывăх çыннăмăрсене пулăшмалла. Çемьери кашни çын саншăн тăрăшнине хаклама пĕлни кирлĕ. Савăнăçа та, хуйха та пĕрле пайламалла.

Пурнăçра кашниех хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăвармалла. Ырă енне туртăнма пире мĕн пĕчĕкрен аттепе анне тата вĕрентекенсем хавхалантараççĕ.

Хам çинчен калас пулсан, эпĕ 14 çулта çеç-ха. Çак тапхăршăн ырă ĕçсем самаях тунă тесе шутлатăп. Тĕслĕхрен, хамăр урамра пĕччен пурăнакан ватăсене юр тăкса пулăшатăп, лавккаран апат-çимĕç илсе килсе паратăп. Класпа хĕлĕн-çăвĕн палăк умĕсене тасатса тăратпăр, ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне çырусем çыратпăр, окоп çуртисем хатĕрлетпĕр. «Ырă туни вăл хамăр патне темиçе хут каялла çаврăнса килет», — тесе калатчĕ мана хамăр урамра пурăнакан Саша тете. Кашни тĕл пулмассерен манăн вĕренỹри тата спортри çитĕнỹсем çинчен ыйтса пĕлетчĕ.

Халĕ Александр Обручков ятарлă çар операцине хутшăнать. Унта вăл пуçланнăранпах ĕнтĕ. Паттăрлăх кăтартнăшăн ăна «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. Çакăншăн питĕ савăнтăм, мăнаçлантăм та. Виç кĕтеслĕ çырусем çырнă чухне те ун валли ятарласа уйрăммăн яратăп.

Саша тете хуть мĕнле ĕçе те тĕплĕ тăвать. Хăйĕн килĕнче тытакан вĕлле хурчĕсем евĕр яланах мĕн те пулин ĕçлет. Икĕ çул каялла шкулта «Гений çулĕпе» ятлă музей уçрĕç. Унти стеллаж-шкафсене А.Обручков тунине те пĕлтĕм. Çавна май вăл мĕнле яваплă та пултаруллă пулнине ĕненме пултартăм.

Ырă ĕç туни çĕре ỹкмест, вăл яланах халăх асĕнче юлать те.

Эпир вăрçă вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Пурте пĕрле пулни, салтаксене пулăшни çĕнтерĕве çывхартма пулăшать.

Александр ПАТШИН. Аслă Елчĕкри вăтам шкул.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code