Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Умра — Салават

«Шупашкар-Арена» Пăр керменĕнче округăн вăтам ушкăнĕнчи (2011-2012 ç.çур.) хоккеистсем Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн шайба» турнирĕнче выляма путевка çĕнсе илнĕ.

Малтанах, çурма финалта, Елчĕксем Етĕрнери «Рубинпа» тĕл пулнă. Вăл шăл çемми марри пирвайхи минутсенчех палăрнă, çапах та çивĕч кĕрешỹре пирĕннисем ăнăçăва хăйсен енне туртса илнех — 5:4. Финалта вара пысăк хавхаланупа тулнă ентешсем «Кристала» (Вăрнар) 13:6 шутпа «кỹрентернĕ». Пирĕн команда, кубоксăр пуçне, спорт хатĕрĕсем туянма 100 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче — Вăрнарсемпе Етĕрнесем, Йĕпреçри «Патвар» — 4-мĕш.

Вадим Ивановпа Юрий Рахмуллин тренерсем ертсе пыракан «Елчĕк» команда йышĕнче Патреккел шкулĕнчен 2 ача, Елчĕкрен 1 ача хутшăннă, ыттисем Лаш Таяпаран тата Яманчỹрелтен. Çав йышра арçынсен вăййинче Карина Сергеева, Влада Абдулкина, Татьяна Маркова («Яманчỹрел») та маххă паман.

Шăматкун Пушкăртстанри Салават хулинче çамрăк хоккеистсен çĕршыври пĕлтерĕшлĕ те яваплă турнирĕ старт илет. 2020 çулта унтан пирĕн округри аслă ушкăнта вылянă ачасем çĕнтерỹпе таврăннăччĕ.
Хальхисене те ăнăçу сунатпăр.

Кăштах тишкер

Вăтам тата аслă ушкăнсенче вылякансен республикăри хоккей турнирĕ вĕçленчĕ. Халĕ кĕскен тишкерсе хак пама та майлă. Специалист мар, куракан шухăшĕпе.

Икĕ коллектив та 6-шар вăйă ирттернĕ. Вăтаммисем пĕтĕмпе 51 шайба çапса кĕртнĕ, 12 кĕрттернĕ. Виçĕ тĕл пулура хăйсен хапхине «типĕ» тытнă. Вăтамран пĕр вăйăра 8,5 шайба çапса кĕртнĕ. Чи пысăк шутпа Йĕпреçсене (12:0) çĕнтернĕ. Турнирăн чи маттур бомбардирĕсем — Илья Скворцовпа Николай Васильев.

Аслă ушкăнăн тĕл пулусен шайлашăвĕ — 30:17. Вăл Муркашсемпе (11:0) Йĕпреçсене (3:0) хамăрăн хапхана «пичетлеттерме» ирĕк паман.

Икĕ ушкăнра та Елчĕксем Вăрнарсемпе, Канашсемпе, Муркашсемпе, Йĕпреçсемпе вăй виçнĕ. Кусемпе, çавăн пекех Тăвай, Шупашкар, Етĕрне округĕсемпе илсен те, чи лайăх хоккей спорчĕн никĕсĕ — Вăрнарсен: «Кристалл» Пăр керменĕнче çулталăк тăршшĕпех ăсталăха ỹстерме майсем çителĕклĕ. Апла пулин те, пирĕн аслă йышри спортсменсем вĕсене 11:4, тепĕр ушкăнĕ 13:6 шутпа парăнтарнă.

Аслă ушкăн турнирăн 1-мĕш тапхăрĕнче Шупашкар округĕн командине 0:5 шутпа выляса янă, финалта каллех ăнман — 1:7. Кỹкеçсен хоккей спорчĕпе аталанма майсем ытларах: тĕп хулара та, Çĕнĕ Шупашкарта та хĕлĕн-çăвĕн йышăнма пултараççĕ ачасене. Иртнĕ çул асă ушкăна пирĕннисем çĕнтернĕ-ха. Анчах хăш-пĕр чухне вăйăсен шутне урăхла факторсем те витĕм кỹреççĕ-тĕр.

XXI ĕмĕрте округри шкул ачисен командисем Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн шайба» турнира кăçалхипе 9 хутчен хутшăннă.

Рекордсем те пур

Йывăр атлетсен республикăри ăмăртăвĕнче Елчĕксем лайăх кăтартусемпе палăрнă.

15 çула çитичченхи арçын ачасемпе хĕр ачасем хушшинче Матвей Горшков (35 кг çитичченхи виçе), Матвей Волков (41 кг), Антон Айметов (49 кг), Никита Яковлев (55 кг) ылтăн медальсене çĕнсе илнĕ. Давид Портновпа Денис Барткавичюс 2-мĕш, Богдан Карсаков, Илья Можаев, Даниил Немцев, Дмитрий Карсаков 3-мĕш вырăнсене йышăннă. А.Айметов вара хăйĕн виçинче Чăваш Енĕн 5 рекордне çĕнетнĕ.

Чăваш Ен чысне хỹтĕлĕ

Тĕп хулара 2007-2008 çулсенче çуралнă ачасен хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри ăмăртăвĕ иртнĕ.

Унта «Улăп» ФОКа секцине çỹрекенсем те пьедестал çине хăпарма тивĕçнĕ. Елчĕкри Денис Иванов, 71 килограма çитичченхи виçере кĕрешнĕскер, 2-мĕш вырăн йышăннă. Финалта вăл олимп резервĕсен училищин представительне, спорт мастерĕн кандидатне Глеб Самарина выляса янă. Давид Сметанин (Лаш Таяпа) хăйĕн виçинче — 3-мĕш.

Денисăн (тренерĕ — Сергей Александров) çак уйăхрах федерацин Атăлçи округĕн чемпионатĕнче Чăваш Ен чысне хỹтĕлемелле пулĕ.

Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Михаил Миллинпа Александр Головин вара Наро-Фоминск хулинчи ăмăртура вăй виçнĕ. Иртнĕ çул Раççейри нумай турнирта çĕнтернĕ Миша хальхинче Мускав атлетне 1:2 шутпа выляса ярса 2-мĕш пулнă. Саша пьедестал çине хăпарайман пулин те, кĕрешỹ опычĕ малашлăхра пулăшатех ăна.

Команда — 4-мĕш

Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕ 14-15 çулсенчи алă вăйĕ виçекенсен республикăри ăмăртăвне йышăннă.

Елчĕк округĕн команди унта, Патăрьел, Комсомольски, Шупашкар командисене мала ярса, 4-мĕш вырăна тухнă. Пирĕн пĕр çĕнтерỹçĕ кăна: Никита Жуков (Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕ). Иккĕмĕш призерсем — Кристина Якимовăпа (Курнавăш) Анна Казначеева (Аслă Елчĕк). Елчĕк шкулĕнчи Никита Барскийпе Богдан Ершов, Патреккелĕнчи Алена Николаева — 3-мĕш.

ГТО значкисчĕсем

Патреккелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти ачасен пĕр ушкăнне савăнăçлă лару-тăрура ГТО паллисене панă.

Маттуррисен йышĕнче — 4 тата 5 классенче вĕренекенсем: Богдан Карсаков, Максим Владимиров, Иван Воронцов, Валерия Соловьева, Ольга Платонова, Владалена Вершкова, Валерия Доброхотова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code