Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 2020 çулта çапла канатпăр

2020 çулта çапла канатпăр

РФ Правительстви çитес çулхи кану, уяв кунĕсен календарьне çирĕплетнĕ.

Раççей çыннисен çулталăк пуçламăшĕнче январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 8-мĕшĕччен канмалла пулать. Январĕн 4 тата 5-мĕшĕсенчи уяв кунĕсем кану кунĕсене килнĕ май, ку кану кунĕсене майăн 4 тата 5-мĕшĕсене куçарма йышăннă. Çапла вара çитес çул майăн 1-мĕшĕнчи каникул майăн 5-мĕшĕчченех тăсăлĕ. Çĕнтерÿ кунĕнчи канмалли кунсем вара 3 куна – майăн 9-мĕшĕнчен тытăнса 11-мĕшĕччен пырĕç.

Виçшер кун канмалли уяв кунĕсем 2020 çулта татах пулаççĕ: Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕнче – февралĕн 22-24-мĕшĕсенче, Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче – мартăн 7-9-мĕшĕсенче тата Раççей кунĕнче – июнĕн 12-14-мĕшĕсенче.

Эрне варринче пĕр кун ноябрĕн 4-мĕшĕнче – Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче канмалла.

«Российская газета» хаçатран.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code