Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ачасене — шоколад»

«Ачасене — шоколад»

Районти тĕп больница коллективĕ те ырă кăмăллăх акцине
хастар хутшăннă

Ноябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа иртекен йăлана кĕнĕ «Ачасене-шоколад» акци паян — декабрĕн 23-мĕшĕнче вĕçленет.

Çĕнĕ çул умĕн ача çурчĕсемпе шкул интерначĕсенче, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекен ача-пăчана кучченеçпе — пылак çимĕçсемпе савăнтарас тĕллевпе Чăвашпотребсоюз тата «Единая Россия» политика партийĕн регионри уйрăмĕ тăрăшнипе кашни çул иртекен асăннă мероприятие районта тивĕçлĕ шайра ирттерессине те ялан пуçаруллă пулма хăнăхнă районти хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсем хăйсем çине илчĕç. Вырăнсенчи хĕрарăмсен канашĕн ертỹçисемпе пĕр сăмахра пулса вĕсем кĕске вăхăтра ялсенче пурăнакан нумай çынна çак пархатарлă ĕçе хутшăнтарма пултарчĕç. Çакăн пирки Телеграмм каналта тĕплĕн çутатса тăнăран, пушшех, вĕсен ĕçĕ алă тупанĕ çинчи пекех уççăн курăнса тăчĕ. Пĕрне ырласа тепĕрне хурлаймăн — кашни ял хастарлăхĕпе палăрчĕ. Районти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Лариса Васильева пуçарулăхпа пысăк хастарлăхшăн ялсенчи хĕрарăмсен канашĕсене ертсе пыракансене пурне те чун-чĕререн тав тунине пĕлтерет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code