Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юрий ПОПОВ: «Тăван тăрăх чуна ялан çывăх»

Юрий ПОПОВ: «Тăван тăрăх чуна ялан çывăх»

Пурнăç вăл — çирĕплĕх саккунĕ. Унăн тĕрĕслевĕсем витĕр тỹрĕ кăмăлпа, пысăк шанăçпа тухасси кашни çынран хăйĕнчен килет. Çакна унăн пуçарулăхпа тăрăшулăха мала хунипе çирĕплетес пулать. Хаваллă çын вара яланах ырă тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн ăнтăлать.

Елчĕк округĕнче тĕрлĕ сферăра чунне парса ĕçлекенсем, панă сăмаха ĕçпе çирĕплетекенсем сахаллăн мар. Çак йыша Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ Юрий Алексеевич Попов та пĕр сăмахсăрах кĕме тивĕçлĕ.

Унпа тĕл пулма май килнĕрен кĕске интервью илес терĕмĕр…

— Юрий Алексеевич, сирĕн биографирен çакă курăнать: эсир строительство техникумĕ, ял хуçалăх академийĕ пĕтернĕ, çарта пулнă, тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ. Кĕскен каласан, рабочирен пуçласа агрохолдинг президенчĕ таранччен ỹснĕ.

— Тĕрĕсех. Ялтан эпĕ 17 çулта чухнех тухса кайнă. Кỹкеçре нумай çул ĕçленĕ, Красноармейски округĕнчи юхăннă хуçалăха ура çине тăратнă, халĕ — Вăрнарта. Анчах 40 çул урăх çĕрте ĕçлетĕп пулин те, эпĕ тăван тăрăхран нихăçан та уйрăлман — вăл ялан чуна çывăх. Унăн аталанăвĕпе тăтăшах интересленетĕп, çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатăп. Елчĕксем тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессипе те, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине ỹстерессипе те çулсерен ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Эпĕ, депутат пулнă май, вырăнта иртекен кашни пысăк мероприятие хутшăнма тăрăшатăп. Çак шухăша ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен умĕнче пĕр хутчен мар каланă: «Патшалăх пулăшăвĕпе анлăн усă курмалла. Туса илекен тавара вырăнтах хăварас тĕллевпе цехсем уçмалла».

Тĕрĕссипе, халĕ ĕлĕкхи мар, темĕнле проект-программа та пур ĕçе кĕртме. Ан ỹркен кăна.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ иртсе кайрĕ. Умĕн те, сасăлав кунĕсенче те эпир халăхпа нумай тĕл пулнă май çакна тепĕр хутчен курса ĕнентĕм: Елчĕк халăхĕ ĕçчен те пултаруллă çеç мар, яваплăха туйса тĕрĕс йышăну тăвакан та. Вĕсем сасăлавпа малашлăха Владимир Путинпа çыхăнтарни кăмăла çĕклет, округшăн мăнаçлану çуратать.

— Пирĕн тăрăхран суйланнă депутат пулнă май патшалăх пулăшăвĕ çине таянса мĕнле объектсене пурнăçа кĕртме май килчĕ?

— Округ администрацийĕпе кирек мĕнле ыйтупа та килĕшỹпе ăнланура ĕçлетпĕр эпир. Юлашки вăхăтра чылай объект хута янă. Елчĕк шкулĕ çумĕнчи стадион-площадка — хальхи требованисене тивĕçтерекен спорт объекчĕ. Шкулта çĕнĕ столовăй кирлине те татса патăмăр — халĕ харăсах 200 ытла ача апатланма пултарать. Культура учрежденийĕсене юсаса çĕнетессипе те ĕçсем курăмлă.

— Кашни çул куратпăр-ха: çул-йĕр тăвас е юсас тĕлĕшпе нумай ĕç пурнăçланать. Хăш-пĕр объектсене асăнса хăварсан та юрать пулĕ, Юрий Алексеевич?

— Пĕлтĕр кăна Елчĕкрен Таяпа Энтри ялне каякан 2,3 километр, Лаш Таяпара 800 метр çула асфальт сарнă. Ку тĕлĕшпе кăçал тумалли объектсене те палăртса хăварасшăн: «Елчĕк-Курнавăш» маршрутпа 3,7 километр, Аслă Елчĕкре 1,7 километр çула асфальтпа витмелле. Асăннă икĕ объект пирки те конкурс иртнĕ, укçа-тенкĕ ыйтăвне татса панă, подрядчиксем паллă, халĕ ĕçе пикенесси кăна юлать.

Тăван тăрăхра ырă ĕçсене çул парассинче эпир пĕр командăпа — округ ертỹлĕхĕпе, Патшалăх Канашĕнчи ĕçтешĕмпе Петр Красновпа, округ кураторĕпе — ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйпа Алевтина Федоровăпа пĕрле тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Паллах, нумай ыйтупа «çỹлти» органсем патĕнче те пулма тивет пирĕн. Кăçал ĕçе кĕртме палăртнă объектсем тĕлĕшĕпе, акă, республикăн строительство, транспорт, финанс министерствисенче пĕр хутчен мар пултăмăр.

Сăмах май тепĕр икĕ объекта та асăнса хăварас тетĕп: Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çурчĕпе библиотекине тата Яманчỹрелĕнчи клуба та тĕпрен юсамалла ку çул. Çирĕплетнĕ суммăсем: 20 тата 6 миллион тенкĕ.

Тата малашлăха пăхас пулсан, 2025 çулта Канаш çулĕн Тĕмер чарăнăвĕнчен пуçласа Елчĕк округĕн чикки таран автотрассăна юсас тĕллевпе программăна кĕртессишĕн тăрăшатпăр. Аслă Елчĕкри тухтăр амбулаторийĕ те тахçанах проблемăллă объект шутланать — ун пирки те шутлатпăр.

Пĕччен сурсан кỹлĕ пулаймĕ, пурте пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен кăна малалла кайма пулать. Эпир хамăршăн мар вĕт, округра пурăнакансемшĕн ĕçлетпĕр. Кунта, паллах, пĕтĕм власть тытăмĕпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшни те кирлех.

— Эсир çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине аталантарассинче те тăтăшах мероприятисем йĕркелетĕр. Кире пуканĕ йăтассипе Раççей спорт мастерĕ пулнă май, пĕлетпĕр, ку тĕлĕшпе çулсерен хăвăр ятпа турнир ирттеретĕр. Ялти спортсменсене хавхалантарни те лайăх пулăм.

— Ĕçпе спорт юнашар, теççĕ вĕт. Пурин те май пур таран туслă пулмалла физкультурăпа. Хальхи вăхăтра условисем ялсенче те аван. Пĕлтĕр Лаш Таяпари шкулпа çуммăн паянхи требованисене тивĕçтерекен спорт площадки хута ятăмăр. Тимченкăсен «Ырă пăр» фончĕпе пĕр чĕлхе тупнăран округра пластикран тунă икĕ хоккей коробки вăя кĕчĕ. Кăçал Аслă Елчĕкре, Лаш Таяпара хамăн призсемшĕн турнирсем ирттертĕм. Унсăр пуçне командăсене ытти регионти ăмăртусене кайса килме пулăшатăп. Хам вĕреннĕ тăван шкула та манмастăп.

Республикăри нумай çын пекех эпĕ те Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас, çапла майпа çĕнтерĕве çывхартас тесе хамăн тỹпене хыватăп.

— Калаçушăн тавах сире, Юрий Алексеевич. Округшăн туса пыракан ĕçсенче сире малашне те ăнăçу сунатпăр.

Николай МАЛЫШКИН калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code