Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ачасене аталанма пулăшать

Ачасене аталанма пулăшать

Округри шкулсенче вĕренекенсен пĕлỹлĕх вырсарни кунĕн «Ачасен навигаторĕ» юхăмĕ 2022 çулхи авăн уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă.

Унăн муниципаллă кураторĕ Марина Чернова каланă тăрăх, ăна тĕрлĕ шкулта ирттерме тăрăшаççĕ. Çапла майпа вĕсенче нумай çĕннине курма, ăса хывма май пур. Черетлĕ пĕлỹлĕх вырсарни кунĕ Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта пулнă та, директорсен канашçисемпе вĕренекенсем музейсемпе паллашма, тĕрлĕ мастер-класа хутшăнма пултарнă. Кунтах ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă икĕ Паттăрлăх орденĕн кавалерне Александр Малова халалланă уйрăм кĕтес нумайăшне хăй патне пуçтарнă.

Ачасем пĕтĕмпе 6 площадкăра кăтартма пултарнă хăйсен ăсталăхне. Округри тĕп больницăн общественноçпа ĕçлекен специалисчĕ Антонина Александрова вĕренỹ учрежденийĕсенчи медиацентр ертỹçисемпе тимленĕ май, вĕсенче социаллă тетĕлсенче информацисене мĕнле хатĕрлесе вырнаçтарассипе, видеороликсем йĕркелессипе пысăк кăсăклану çуратнă. Антонина Анатольевна эрнекунсерен Наци радиовĕпе Елчĕк округĕн хыпарĕсене пĕлтерсе тăнăран ачасене интервью илме, кĕске статьясем хатĕрлеме те вĕрентнĕ. Паллах, вăл пуçтарăннисене медицина тематикипе те интереслентерме пултарнă.

Хальхи вăхăтра çамрăксем хушшинче хăйсен ĕç биографине предпринимательлĕхпе çыхăнтаракансем сахаллăн мар. Çак шкултан вĕренсе тухнă Александр Светлов ирттернĕ занятие вуннăн хутшăнни те ачасен шухăш-ĕмĕчĕсене кăтартать. Спикера тĕрлĕ ыйтупа канăç паманни те вĕсен активлăхне çирĕплетет мар-и?

Эсир Çурçĕр (Скандинави) уттипе кăсăкланатăр-и? Вăл мелпе утма пĕлетĕр-и? «Волонтерсен юхăмĕ» площадкăра ку енĕпе те практикăлла заняти йĕркеленĕ. Пĕтĕм Раççейри «Медиксем — волонтерсем» Чăваш регион уйрăмĕн членĕ Илья Васильев (Таяпа Энтри) ятарлă патакпа мĕнле усă курмаллине те, епле утмаллине те кăтартса панă. Ачасем халĕ килĕсенче аслисемпе хăйсем те уçă урок ирттерме пултарĕç.

Раççейри «Вĕренỹ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ пĕлỹлĕх вырсарни кунĕн программинче çавăн пекех «Елчĕк ен» хаçат редакторĕ Николай Малышкин, Елчĕкри ачасен пултарулăх çурчĕн хушма вĕренỹ педагогĕ Татьяна Прокопьева, вырăнти шкул учителĕ Ольга Казначеева уйрăм ушкăнсемпе ĕçленĕ. Мероприяти анлă флешмобпа вĕçленнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code