Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Медальсен ытамĕнче

Медальсен ытамĕнче

Шупашкарти «Олимпийский» стадионта иртнĕ çăмăл атлетсен республикăри ăмăртăвĕнчен ентешсем нумай медальпе таврăннă.

Тĕрлĕ ỹсĕмри спортсменсен йышĕнче Семен Львов йĕтре тĕртессипе 1-мĕш, сăнă ывăтассипе 2-мĕш вырăнсене йышăннă. Иккĕмĕш дисциплинăра Давид Павлов та кĕмĕльлĕ. Самира Сабитова пушшех тĕлĕнтернĕ: 2 км чăрмавсене парăнтарса финиша чи малтан çитнĕ. Эстафетăра (4х400) Артем Перепелкин, Артур Карсаков, Иван Ловкин, Никита Жуков 2-мĕш пулнă. Хĕр ачасем те (Софья Афанасьева, Валерия Яковлева,Ульяна Васильева, Самира Сабитова) асăннă спорт тĕсĕнче маттур — 3-мĕш. Çавăн пекех Алексей Тихонов 1500 метра, Иван Ловкин 110 метра хỹмесем урлă чупассипе, Илья Дуткин сăнă ывăтассипе бронза медальсене вĕçертмен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code