Аслă Çĕнтерỹ кунне уявласси Яманчỹрелте çĕнĕлĕхпе те палăрчĕ кăçал.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăкпа юнашар ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă паттăрсен ячĕпе ят хăмисем уçрĕç. Вĕсенчен пĕри — Евгений Мижеров. Чечен вăрçине те хутшăннă çамрăк контракт йĕркипе тепĕр хутчен тăнă çар ретне. Паттăрлăх орденĕн, «Хăюлăхшăн», Суворов медалĕсен кавалерĕ вăл.
61 çулхи Владимир Прохорова та Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.
Евгений Чебоксаров Çурçĕр Кавказри хĕрỹ точкăра пулнă. Тăватă ача ашшĕн СВОра виççĕмĕш хут амансан пурнăçĕ татăлать…
Пархатарлă ĕçе ялти çамрăксем йĕркелерĕç.
Светлана ЕРМАКОВА.

