Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Тĕслĕх илмелĕх

Удмуртири Вавож ялĕнчи «Сывлăх» ФОКăн пăр керменĕнче хоккеистсен Пĕтĕм Раççейри 2-мĕш турнирĕ иртнĕ.

Вырăнти шкул ачисен хоккей клубĕн воспитанникне Кирилл Тукмачева асăнса унта 2007-2008 çулсенче çуралнă ачасем вăй виçнĕ. Вăл турнира Юрий Рахмуллин ертсе пыракан «Яманчỹрел» команда та хутшăннă. Ентешсем Удмуртири Дебесы ялĕнчи тантăшĕсене кăна выляса ярса (3:6) Стенли Кубокĕн копине çĕнсе илнĕ. Финал çулĕ çинчен пирĕннисем Иркутск облаçĕнчи «Сибирские медведи» (7:1), Пушкăртстанри «Кристалл» (11:2), Владимир облаçĕнчи «Ракета» (5:2), Удмуртири Ува поселокĕнчи «Ягуар» (6:4) командăсене айккине пăрса хăварнă.

Юрий Сергеевич тăрăшнипе, ашшĕ-амăшĕ ачисен физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрнипе килеççĕ те çитĕнỹсем. Кĕскен каласан: Яманчỹрелсенчен тĕслĕх илмелĕх пур.

Виталий Марков ячĕпе

Елчĕкри Спорт çуртĕнче РФ вĕренỹпе воспитани ĕçĕн хисеплĕ ĕçченне, ЧР тава тивĕçлĕ учительне Виталий Маркова асăнса йĕркеленĕ уçă турнира йывăр атлетсем 5 округпа хуларан хутшăнма кăмăл тунă.

Пухăннисене Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Чăваш Енри йывăр атлетика федерацийĕн ертỹçи Геннадий Иванов, Виталий Петровичăн мăшăрĕ Людмила Маркова тата ыттисем саламланă. Ăмăртура пирĕн тăрăхри штангистсенчен çĕнтерỹçĕ ята çаксем тивĕçнĕ: Богдан Карсаков, Илья Можаев, Антон Айметов, Игорь Абрамов, Дмитрипе Артемий Перцевсем. Артемий арçынсенчен абсолютлă виçере те малти. Артур Портнов «Чи çамрăк атлет» кубокпа пуянлатнă хăйĕн спорт наградисен пуххине.

Марковсен çемйи пьедестал çине хăпарнисене медальсемпе, хаклă парнесемпе, уйрăм атлетсене кубоксемпе чысланă. Кашни спортсмена вĕри апатпа сăйланма май туса пани те турнир пĕлтерĕшне ỹстерет.

«Ак Барсра» палăрнă

Хусанти «Ак Барс» спорт кĕрешĕвĕн керменĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем Пĕтĕм Раççейри ăмăртура хăйсем хушшинче чи вăйлисене палăртнă.

14 регионти 100 яхăн спортсмен йышĕнче пирĕн ентеш, Аслă Шăхаль каччи Роман Иванов та çухалса кайман: 70 килограма çитичченхи виçере бронза медальпе таврăннă. Сергей Александров «алли витĕр» тухнă çамрăк хальхи вăхăтра Шупашкарти олимп резервĕсен 5-мĕш спорт шкулĕнче Юрий Алексеев патĕнче ăсталăха туптать.

Сергей Всеволодовичăн тепĕр вĕренекенĕ — Денис Иванов Чăваш Енĕн Етĕрнере иртнĕ турнирĕнче çĕнтернĕ. Унтах Михаил Миллин (тренерĕ — Константин Миллин) та 1-мĕш пулнă. Шỹт мар: 200 ытла атлетран Дагестан, Чечен, Коми Республикисенчен, Оренбург, Ульяновск облаçĕсенчен те тухнă спортсменсем кавир çине.

Юрăна манмаççĕ

«Улăп» ФОК вара мини-футбол вăййине юратакансене пуçтарнă — юлташĕсем Юрий Иванов паллă футболиста манмаççĕ.

Çичĕ командăран 3-мĕш вырăншăн Тутарстан малайĕсем — «Хусан» тата «Теччĕ» ушкăнсем тупăшнă. Çивĕч тĕл пулура тĕп хула команди вăйлăрах пулнă. Çĕнтерỹçĕ вара — «Шупашкар». Хĕрỹ кĕрешỹре 2-мĕш пулнă «ДЮСШ-Елчĕк» футбол клубĕн членĕсем те савăнăçне пытарман. Турнир таблицине епле вырнаçнине кура командăсене кубоксемпе, статуэткăсемпе, укçан призсемпе хавхалантарнă. Михаил Нягин, Владимир Ишмуратов, Айрат Шакиров, Алексей Кудаев — уйрăм номинацисен çĕнтерỹçисем.

…Вăтам шкулсенче вĕренекенсем вара округра çĕнтерессишĕн ăмăртнă. Малтисем: Елчĕк, Аслă Елчĕк, Çĕнĕ Пăва шкулĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code