Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Професси уявне – пысăк тăрăшулăхпа

Професси уявне – пысăк тăрăшулăхпа

Тин çеç пурнăç çулĕпе утма пуçланă тĕпренчĕксене ача садĕнче ăшшăн кĕтсе илеççĕ, тивĕçлĕ воспитани параççĕ. Воспитательсем пуçласа пĕчĕккисене пĕр-пĕринпе килĕштерсе выляма, тĕрлĕ ĕçе пĕрле пурнăçлама хăнăхтараççĕ, конкурссене те явăçтараççĕ. Çак ĕçре ачасене чăннипех те чун-чĕререн юратакан çынсем çеç тăрăшма пултараççĕ.

Ачалăх – пурнăçра нимĕнпе танлаштарма май çук тапхăр. Воспитатель ĕçĕ те çавăн пекех. Вăл ача-пăчан тус-юлташĕ те, вĕсене ачалăхăн анлă çулĕпе ертсе пыракан та. Çĕршывăн пĕчĕк гражданинĕсемшĕн, вĕсем вăйлă, сывлăхлă, çивĕч ăс-тăнлă пулччăр, пурнăçăн пуçламăш паллисене алла илччĕр тесе тăрăшасси – çĕр çинче чи кирли.

Хальхи вăхăтра районта 3 муниципаллă ача садне, шкулсен çумĕнче 13 шкулчченхи ушкăна 580 шăпăрлан çÿрет. Вĕсене хăйсен ĕçне чунтан парăннă 47 воспитательпе 30 воспитатель пулăшаканĕ тата 3 музыка ертÿçи тивĕçлĕ воспитани парас тесе тимлет. Паллах, уявра кашни педагога ятран аса илни те вырăнлă пулĕ, вĕсем пурте тăрăшуллă та харсăр. Кашнийĕшĕ мероприятисене, ушкăнри заняти-и вăл е уяв программи – çĕнĕ технологисене тĕпе хурса, чун-чĕре витĕр кăларать. Кашни пепке хăйне евĕр пултаруллă, çавна май вĕсен ăсталăхне садикрех уçас тесе ăнтăлаççĕ те воспитательсем. Хăйсен пурнăçне 30 çул ытла пĕчĕкскерсене воспитанипе пĕрремĕш утăмсем тума панă воспитательсем – В.Тимофеева, И.Воронова, Л.Денисова, Н.Захарова, З.Антонова, А.Маркова, Е.Аверьянова, В.Убасева, С.Шадрикова, Н.Козлова ырă ята тивĕçлех.

Çамрăксем те аслисенчен юлмаççĕ. Акă, «Чебурашка» ача садĕнчи Ольга Мудрецова воспитатель «Чăваш Енри çулталăк воспитателĕ –2018» конкурса хутшăнчĕ. Маттур воспитательсем татах та пур.

Меллĕ самантпа усă курса хисеплĕ ĕçтешсене воспитательсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, хисеплĕ те пархатарлă ĕçре яланах ăнăçу сунатăп.

А.ПАВЛОВА,
район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн шкулчченхи вĕренĕвĕн методисчĕ.

«Шевле» ача сачĕн ĕçченĕсем професси уявне тулли кăмăлпа кĕтсе илеççĕ

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code