Чăваш Енре «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин умĕнхи электрон сасăлавĕ пуçланнă. Вăл pqĕerĕru сайтра иртет.
Патшалăх Думин суйлавне хутшăнас текен кандидатсемшĕн йĕркеленĕ сасăлава Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă регистрациленнĕ суйлавçăсем хутшăнаяççĕ.
«Умĕнхи сасăлав ирттернĕ çулсем çакна кăтартса пачĕç: çынсем кун пек меслете шанаççĕ. Çакна цифрăсем те çирĕплетеççĕ: паян пирĕн тытăмра — 10 миллион ытла суйлавçă. Май уйăхĕн 29-мĕшĕччен регистрациленме май пур. Сасăлама вара май уйăхĕн 31-мĕшĕччен юрать. Ку ансат, меллĕ, йăлтах уççăн тата хăрушлăхсăр», — палăртнă «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» Тĕп канашĕн секретарĕ Владимир Якушев.

