Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Шахмат вăййи ачасен ăс-тăнне çирĕплетет

Шахмат вăййи ачасен ăс-тăнне çирĕплетет

РФ Вĕрентỹ министрĕ Ольга Васильева Раççейри мĕн пур шкулта шахмат кружокĕсене йĕркелеме кирлине, çак вăййа ачасене кĕçĕн классенчен тытăнсах хăнăхтарасси пирки палăртса калать.

Унăн шухăшĕсене ырласа йышăнатăп. Шахматла выляни ачасен ăс-тăнне аталантарать кăна мар, психикăна çирĕплетме те пулăшать, дисциплинăна йĕркелеме, чăтăмлă пулма вĕрентет.

Хăй пурнăçĕнче çын темĕнле йывăрлăхпа та тĕл пулма пултарать. Ку чухне те шахматла выляма пĕлни пулăшать — тĕрĕс пĕтĕмлетỹсем тума хистет.

Индире шухăшласа тупнă шахмат вăййи çинчен пĕрремĕш хут 570 çулта çырса кăтартнă. Раççей çĕрĕ çине тутар-монголсем илсе килнĕ «шахмат» сăмах «шах» — «король», «мат» — «вилнĕ» тенине пĕлтерет.

1960-1963 çулсенче Энтепери шкулта шашка-шахмат кружокне математика учителĕ М.Н.Алюнов ертсе пыратчĕ. Пысăк тăхтавра, уроксем хыççăн юлса та шашкăлла, шахматла выляттăмăр. Çулталăкра икĕ хутчен ку енĕпе иртекен ăмăрту-тупăшусене хутшăнаттăмăр. Ытларах чухне Лаш Таяпари шкул ачисемпе ăмăртаттăмăр.

Кушкă шкулĕнче вĕрентỹпе воспитани комплексĕ ĕçленĕ вăхăтра пур класра та кашни парта çине шашка-шахмат хатĕрĕсен пуххисене илсе патăмăр. Ачасем хаваспах çак вăййа хутшăнатчĕç. Манăн шутпа, шахмат вăййине вĕрентме пĕлỹ те, вăхăт та ытларах кирлĕ. Ку чухне ятарлă педагог пулмалла, унсăрăн вăхăт усăсăр иртет.

Историре вăтам ĕмĕрти рыцарьсем çичĕ тĕрлĕ ĕç тума пĕлмелле пулнине палăртнă: юланутпа çỹреме, винтовкăран пеме, шывра ишме, фехтовани мелĕсемпе усă курма, сăвă çырма, шашкăлла, шахматла выляма. Паллă çынсем — Иван Грозный, пĕрремĕш Петр патшасем, А.С.Пушкин, Л.Н.Толстой, Д.И.Менделеев, А.Н. Скрябин, С.С.Прокофьев тата ыттисем те шахматла ăста вылянă.

Раççейрен шахматпа тĕнче чемпионĕсем нумаййăн тухнă. Çавăнпах пулĕ çĕршывăмăр наукăра, техникăра тĕнче тĕлĕнмелле çитĕнỹсем тăвать. Нимĕçсен паллă шахматисчĕ Зигберт Тарраш паллă шахматист çапла çырнă: «Шахмат мĕн иккенне пĕлмен çынна шалккă, вăл юрату мĕн иккенне пĕлмен çынпа танах. Шахматра юратупа кĕвĕ-çемĕри пек çынна савăнăç кỹрекен вăй упранать». Çак сăмахсем çумне урăх мĕнех хушса калăн?

С.БАРИНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Кушкă ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code