Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сывлăх сыхлавçисем

Сывлăх сыхлавçисем

Ку сăн ỹкерчĕке 1955 çулхи сентябрь уйăхĕнче тунă. Сылтăмра Мария Ивановна Привалихина сăнланнă. Вăл нумай çул Тĕмерти фельдшерпа акушер пунктĕнче санитаркăра ĕçленĕ. Алă-ура шăммисем сикнине вырăна лартма лайăх пĕлнĕрен ун патне таврари ялсенчен те çынсем килсе çỹренĕ. Ахаль санитарка çеç пулсан та фельдшерпа акушер пунктне пулăшу ыйтма пынă çын чирне тĕрĕс палăртма пултарнипе палăрса тăнă. Чылай çынна эмел курăкĕсемпе сипленĕ. Унăн ашшĕ Иван Привалихин вырăс ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Тĕмерте ăста тимĕрçĕ шутланнă.

Ỹкерчĕкре варринче Патреккелте çуралса ỹснĕ Валентина Можаева тăрать. Вĕренсе тухсан ăна Тĕмерти фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме янă пулас. Каярахпа чылай вăхăт Елчĕкри тĕп больницăри хирурги уйрăмĕнче тăрăшнă.

Виççĕмĕш хĕрарăм ятне-шывне тĕп-тĕрĕс палăртма май килмерĕ. Вăл Улатăр районĕнчен Тĕмерти ветеринари участокне ĕçлеме килнĕ врач. Ял историйĕнчен çакă паллă, 1950-мĕш çулсен варринче Тĕмер ветучастокне кĕнĕ 9 ял выльăх-чĕрлĕхне Е.Кудряшова ветврач сипленĕ. Ветеринари врачĕпе фельдшерица иккĕшĕ те Мария Привалихина патĕнче хваттерте тăнă.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Светлана Воронова çемйинче упранакан сăн ỹкерчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code