Яваплă, тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксем — çĕршыв пуласлăхĕ. Ăс-тăнĕпе, пултарулăхĕпе савăнтаракан маттур яш-кĕрĕмпе хĕр упраç сахал мар Елчĕк тăрăхĕнче. Вĕсем малашлăха çул хывас тĕллевпе мĕн ачаранах малалла ăнтăлаççĕ, çавна кура çитĕнỹсем те нумай кĕттермеççĕ.

Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен кадет Ульяна Иванова кăçал иккĕмĕш хут стипендиат ята (пĕрремĕш хут — 2023 çулта) тивĕçнĕ. Вĕренỹ ударникĕ вăл. Лăпкă, сăпайлă хĕр ача 2-мĕш класран пуçласа иртнĕ çулччен Елчĕкри искусство шкулĕнчи Светлана Карамаликова ертсе пыракан ташăçăсен кружокне çỹренĕ, ташăçăсен ушкăнĕпе Раççей, республика шайĕнчи фестиваль-конкурссенче пĕрре анчах мар малти вырăнсене йышăннă.
— Вĕренỹре харсăр. Класс, шкул тулашĕнчи ĕçсенчен нихăçан та айккинче тăрса юлмасть, — пĕлтереççĕ ун пирки вĕрентекенсем, — пур хушăва та тулли кăмăлтан пурнăçлать, чĕре витĕр кăларать, тĕрлĕ сĕнỹсем парса ыттисене те хавхалантарса пырать. Тăрăшулăхне кура хĕр ача виçĕ хут та Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен Тĕп шутлав центрĕн начальникĕ Роберт Баранов генерал-майор йыхравĕпе йĕркеленекен экскурсинче пулса курнă.
Ульяна 3 ачаллă çемьере çитĕнет. Ашшĕпе амăшĕ Петр Петровичпа Наталья Вячеславовна Елчĕкри «Промсервис» наукăпа производство пĕрлешĕвĕнче тăрăшаççĕ: пĕрремĕшĕ — юрист, иккĕмĕшĕ склад заведующийĕ. Ачасенчен чи асли Мария Шупашкарта медицина колледжĕнче 1-мĕш курсра пĕлỹ илет, кĕçĕнни Анна та Елчĕк шкулĕнче ăс пухать, 6-мĕш класс пĕтерчĕ. Шкул хыççăн Ульяна вĕренĕвне тата пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма — тухтăр пулма ĕмĕтленет. Мал ĕмĕтлĕ хĕре телей те ăнăçу сунар.
Сăн ỹкерчĕкре: Ульяна Иванова.

