Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хыçра — 95 çул

Хыçра — 95 çул

Çуткỹл ялĕнче пурăнакан Лидия Семенова тылпа ĕç ветеранĕ хăйĕн 95 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ.

Юбиляр килĕнче Курнавăш территори пайĕн начальникĕ Алексей Мартышкин пулнă май, вăл Раççей Президенчĕн саламлă открыткине вуласа панă, асăнмалăх парнепе чысланă.

Лидия Петровна тăван ял каччипех çемье çавăрнă, 4 ача çуратса çитĕнтернĕ. Ĕçлев тапхăрне мĕн пенсие тухиччен колхоз производствипе çыхăнтарнă. Халĕ вăл Анатолий ывăлĕн çемйипе пурăнать.

Çак кунсенче Çĕнĕ Эйпеçри Елизавета Петровна Журавлевăна та тăванĕсемпе çывăх çыннисем 96 çула кайнă ятпа саламланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code