Шкулăн пуласлăхĕ, мăнаçлăхĕ — çак шкулта тăрăшнă тата паянхи кун ĕçлекенсем, çак шкултан вĕренсе тухнисем, хальхи вĕренекенсем…

Шкул çинчен калаçу пуçласанах эпир хамăра вĕрентнĕ пĕрремĕш вĕрентекене куратпăр, пĕрремĕш хут шкула кайнине аса илетпĕр. Çулсем иртнĕçемĕн çав ачалăх кунĕсем аяккалла юлса пыраççĕ. Темĕнле хăватлă кăмăл-туйăм пулсан та, иртсе кайнă кунсене каялла тавăрма май çук. Шкулта вĕрентекен çеç кашни çулах хăйĕн ачалăхне таврăнать. Ачасемпе пĕрле каллех пурнăç çулне çĕнĕрен пуçлать.
Мĕнле хисеплемĕн-ха вĕрентекене? Вăл кашни ачан пурнăçĕпе, савăнăçĕ-хуйхипе, терт-нушипе пурăнать. Кашни вĕренекене хăй ачине юратнă пек юратать, йывăр вăхăтра пулăшать, унпа пĕрле савăнать те, кулянать те. Педагог вăл пĕр вăхăтрах «чун инженерĕ» те. Ачан чунне вĕрентекен пек тата кам ăнланма пултарать-ши? Тата кам унран ытла ача чунне витĕр курать, ăна сăваплă витĕм кỹрсе çĕршыва, ашшĕ-амăшне юрăхлă та тивĕçлĕ çын ỹстерме хевте çитерет?
Çапла вара, манăн малалли сăмахăм хамăн пĕрремĕш вĕрентекен çинчен пулĕ. Юлия Николаевна Рыбкина (Яковлева) Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелĕнче ноябрĕн 20-мĕшĕнче 1947 çулта нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Ашшĕпе амăшĕ ачисем вĕреннĕ çынсем пулччăр тесе ырми-канми тăрăшнă. Чăннипех те çине тăни сая кайман. Шкул пĕтерсен тăван тĕпренчĕксем пĕрин хыççăн тепри тĕрлĕ професси суйласа илсе вĕренме кĕнĕ. Мал ĕмĕтлĕ хĕр ялти шкула пĕтерсен Канашри педагогика училищин студентки пулса тăрать. Ăна курах Петр шăллĕ те педагог ĕçнех суйлать: Патăрьелĕнчи 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта ачасене математика предметне вĕрентет.
Кĕçĕн классене вĕрентекенĕн дипломне алла илнĕ хыççăн çамрăк специалиста направленипе 1966 çулта Елчĕк тăрăхне, Кушкăри 8 çул вĕренмелли шкула, яраççĕ. Малтанах 19 çулхи хĕре пурăнма ялтах хваттер тупса панă. Каярахпа ăна ялти каччă Анатолий Рыбкин куç хывать. Чылай вăхăт хушши туслă çỹренĕ хыççăн çамрăксем пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Асăннă шкулта Юлия Николаевна 40 çул вăй хурать. Унăн ĕç кĕнекинче пĕр тĕрлĕ çеç çырса хунă: «Кĕçĕн классен вĕрентекенĕ».
— Сисмерĕм те çак çулсем иртсе кайнине. Çĕршер ачана пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлартăм. Ытларах шкул, ачасен пурнăçĕпе пурăнтăм. Вĕренекенсем хама чунтан юратнине туяттăм, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнаттăм, — аса илет педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Вăхăт шăвать, çул хыççăн çул иртет. Пĕр класс хыççăн тепĕр класс вĕрентсе кăларать Юлия Рыбкина. Çав тапхăрта маларах ун патĕнче пĕлỹ илнĕ çамрăксем ỹссе çитĕннĕ, мăшăрланса çемьеллĕ пулнă, ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех пĕрремĕш класа Юлия Николаевна патне килнĕ. Эпĕ те унăн вĕренекенĕ. Пирĕн кĕçĕн хĕрĕмĕре Алисăна та вăлах пĕлỹ панă. Вăл ирттернĕ уроксем халĕ те асрах, мĕншĕн тесен Юлия Николевна уроксене тĕрлĕ енлĕ ирттерме тăрăшатчĕ: урок-экскурси, вăйă-урок, ăмăрту-урок…
Епле хитре юрлатчĕ тата юратнă вĕрентекенĕм. Сасси уçă та янăравлăччĕ. Юрă урокĕсенче мандолинăпа юрăсем вĕрентетчĕ. Çав хайлавсене паянхи кун та астăватăп.
Юлия Рыбкина шкулти, районти мероприятисенче те питĕ хастарччĕ. Кирек мĕнле обществăлла ĕç хушсан та ăна тулли кăмăлпа пурнăçлатчĕ. Чылай çул хушши ялти хĕрарăмсен канашне ертсе пынă, шкулти хора çỹренĕ. Концертсемпе районта çеç мар, Патăрьел, Каçал тăрăхĕсене те çитме хевте çитернĕ. Пĕр вăхăт шкулти учительсем тĕрлĕ инструментпа вылякансен оркестрне те йĕркеленĕччĕ. Унта Юлия Николаевна мандолинăпа вылятчĕ. Пур ĕçре те пултарулăхпа палăрнă вĕрентекене ял Совечĕн, район Совечĕн депутатне суйланă.
Унăн «ачисем» вĕренỹре те, тĕрлĕ конкурсра та яланах малтисен ретĕнчеччĕ. Хамăн вĕрентекене чунтан юратнипе, хисепленипе эпĕ те сакăр класс пĕтернĕ хыççăн учитель ĕçне суйласа илтĕм. Харăсах 5-ĕн педагогика училищине вĕренме кĕтĕмĕр. Халĕ эпир пурте педагогсем, республикăри тĕрлĕ ял-хулара вăй хуратпăр. Эпĕ вара хам вĕреннĕ шкултах 32-мĕш çул ĕçлетĕп. Çакăншăн хамăн вĕрентекенĕме чунтан тав тăватăп.
Ăста, пултаруллă педагог çеç мар, лайăх анне те, асанне те Юлия Николаевна. Мăшăрĕпе Анатолий Никитичпа вĕсем пăхаттир пек икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Шел пулин те, пурнăç урапи пĕр тикĕссĕн шумасть çав. Юратнă вĕрентекенĕм çамрăклах тăлăха тăрса юлать, йывăр чире пула Толя тете вăхăтсăр çĕре кĕрет. Темле йывăр пулсан та Юлия Николаевна пуç усмарĕ, икĕ ывăлне те вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларчĕ. Халĕ иккĕшĕ те çемьеллĕ. Амăшĕ паян аслă ывăлĕн çемйипе пурăнать. Кинĕпе ывăлĕ ĕçлеме кайсан пĕчченех кун кунлать вĕрентекенĕм. Кĕçĕн ывăлĕ, Сергей, Мускавра тĕпленнĕ. Уявсенче 4 мăнукĕ килсе савăнтараççĕ. Килĕ-çурчĕ йĕри-тавра тирпейлĕх хуçаланать. Пỹрт умĕнчи пахчинче тĕрлĕ тĕслĕ чечек иртсе каймассерен куçа илĕртет. Шкулпа юнашарах пурăннăран час-часах курнăçатăп юратнă вĕрентекенпе. Пуçлатпăр вара аса илỹ çăмхине сỹтме. Ăна хăй вĕрентнĕ кашни ачан шăпи кăсăклантарать.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕн ĕçри хастарлăхшăн панă наградисен шучĕ те çук. Район, республика, Раççей шайĕнчи Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем паянхи кун та упранаççĕ Юлия Рыбкинан. «Молодой гвардеец пятилетки» паллăна та тивĕçнĕ вăл.
Часах Учитель кунĕ çывхарать. Çак ятпа вăл вĕрентсе кăларнă мĕн пур ача ячĕпе Юлия Николаевнăна чун-чĕререн ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр. Пурнăç çулĕнче малашне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатпăр. Хăвăрăн ырă кăмăлăрпа, юратăвăрпа пире нумай çул савăнтарса пурăнăр, çывăх çыннăрсен ăшшипе киленсе пурăнăр. Эпир сире чун-чĕререн юрататпăр, хисеплетпĕр. Эсир пирĕн вĕрентекен пулнишĕн чунтан савăнатпăр.
Анна ПОРТНОВА,
Кушкăри вăтам шкул вĕрентекенĕ.

