Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хваттерсем панă

Хваттерсем панă

Юнкун Елчĕк муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта, тĕпрен илсен, калаçу Чăваш Республикинчи вĕренỹ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлени, «Пушкин картти» федераци проектне муниципалитет тата хула округĕсенче пурнăçлани, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри чăрмавсемпе тĕллевсем çинчен пулнă.

Информкуна хутшăннă округ пуçлăхĕ Леонард Левый тата Чăваш Республикинчи Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова асăннă ыйтусене тишкерессине округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкул коллективĕсемпе йĕркеленĕ. Икĕ енлĕ усăллă калаçура çĕнĕ вĕренỹ тапхăрĕнчи улшăнусем, шкулсене учебниксемпе тивĕçтерес тата ытти пирки те сăмах хускатнă.

Леонард Васильевичпа Алевтина Николаевна çавăн пекех Елчĕкри Мир урамĕнче ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр юлнă, йывăр шăпаллă виçĕ çамрăка савăнăçлă лару-тăрура хваттер уççисене панă.

— Патшалăх сире тỹлевсĕр, хăтлă та çутă, хулари условисемлĕ пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерет, — палăртнă Л.Левый. — Кунта яланах тирпейлĕх хуçалантăр. Çемье çавăрса ачасен сассисемпе тултăр вăл.

А.Федорова, хваттерсен хуçисене саламланă май, хăй ячĕнчен кашнине парне панă.

Елчĕк районĕн прокурорĕн пулăшуçи Вероника Кузнецова, муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Алевтина Львова та хваттер илекенсен хумхануллă та савăнăçлă самантне пĕрле пайланă.

Пĕрлехи информаци кунĕнче ертỹлĕх çавăн пекех уйрăм граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code