Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Олег Николаев: «Елчĕксем ĕçлеме пĕлеççĕ»

Олег Николаев: «Елчĕксем ĕçлеме пĕлеççĕ»

Августăн 11-мĕшĕнче Елчĕк муниципалитет округĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулчĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР вĕренỹ министрĕ Дмитрий Захаров, ЧР Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов хутшăннă ĕçлĕ ушкăн чи малтанах «АСК-Яльчики» хуçалăхăн уй-хирĕнче пулса вырма ĕçĕсемпе паллашрĕ. Çĕнĕ технологисене анлăн пурнăçа кĕртсе пыракан хуçалăхăн тырă уйĕнче эпир пынă вăхăтра 3 хăватлă комбайн ăмăртмалла тырă выратчĕ. Тухăçлă çитĕннĕ тырра курсан Олег Алексеевич кăмăллă юлчĕ, çапла палăртрĕ:

— Кун пек тырра курсан чун савăнать.

«АСК-Яльчики» ОООра кăçал 1411 гектар çинче тĕрлĕ культура акса хăварнă, çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1056 гектар лаптăк çинче çитĕннĕ. Тĕш тыррăн пĕр гектартан тухакан вăтам тухăçĕ 45,9 центнерпа (округĕпе — 35) танлашать. Çĕр улмине кунта 250 гектар çинче çитĕнтереççĕ. Ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхра кăçалхи çур çулта ял хуçалăх продукцине туса илсе сутнинчен 117 млн тенкĕ кĕнĕ, таса тупăш 14,6 млн тенкĕпе танлашать, рабочисен вăтам ĕç укçи — 34 пин те 138 тенкĕ.

Сăмах май, пирĕн округ чи пысăк лаптăкран чи нумай тырă пухса кĕртнипе палăрать, ку енĕпе республикăри округсен хушшинче малта.

Унтан ĕçлĕ ушкăн Кĕçĕн Таяпа территори пайĕнче пурăнакан халăхпа тĕл пулчĕ, кăçал тĕпрен юсанă «Елчĕк — Кĕçĕн Таяпа» çулпа паллашрĕ. 2 çухрăм ытлана тăсăлакан автоçула çĕнĕрен юсассинче наци проекчĕ пысăк пулăшу панă. «Стройком» ООО подряд организацийĕ ĕçе тивĕçлĕ пурнăçланă хыççăн халĕ кунта вĕрентекенсене Елчĕк шкулне турттарма та, аслисене ĕçе çỹреме те питĕ меллĕ.

Территори пайĕнче пурăнакансем ертỹçĕсемпе тĕл пулнă май савăнăçне пытармарĕç.

— Хисеплĕ Олег Алексеевич, Сире Елчĕк çĕрĕ çинче хапăл тунă май ашшĕ-амăшĕ ятĕнчен пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Пирĕн ял ачисем Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ пухаççĕ, округ центрне ача садне çỹреççĕ. Çавна май кашни кунах вĕсем çул çинче. Халĕ çула çĕнетнĕ хыççăн çумăр çăвать-и, хĕл кунĕсенче çил-тăман тустарать-и — эпир пачах та пăшăрханмастпăр. Тикĕс çул туса пани пире лăпкăлăх кỹрет. Сăмах май тепĕр савăнăçлă пулăмшăн — иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Елчĕк шкулĕнче çĕнĕ, хăтлă, пысăк столовăй туса панăшăн та пысăк тав сăмахĕ калатпăр Сире, — çапла тав турĕ Таяпа Энтри ялĕнче пурăнакан 2 ача амăшĕ Татьяна Шадрикова республика Пуçлăхне.

Унăн сăмахĕсене тимлĕн итленĕ май Олег Алексеевич çапла хушса хучĕ: «Пирĕн чи малтанах çитĕнекен ăрушăн тăрăшмалла».

Халĕ Таяпа Энтрисене культура çуртне газ кĕртес ыйту хумхантарать. Республика Пуçлăхĕ социаллă объектсене газ кĕртесси пысăк чăрмав кăларса тăратманнине, ку енĕпе ĕçе пуçăнса кĕске вăхăтра вĕçлемеллине палăртрĕ.

Кăçал тĕпрен юсанă «Яманчỹрел — Кавал» çулĕпе паллашнă май та кăмăллă юлчĕç хăнасем.

Олег Николаев Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта пулнă, унăн территорийĕнче пыракан строительство ĕçĕсемпе (ĕçе «ДПМК «Яльчикское» ООО строителĕсем пурнăçлаççĕ) паллашнă хыççăн та кăмăллă пулнине пытармарĕ.
Шкулти лару-тăрупа, ĕçшĕн çунса тăракан коллективпа тата пĕлỹшĕн ăнтăлакан вĕренекенсемпе тĕл пулнă, классенчи капăрлăхпа тата ĕçе кĕртнĕ çĕнĕлĕхсемпе паллашнă хыççăн вăл кунта хуларинчен кая мар пĕлỹ илме май пуррине çирĕплетрĕ, çакăншăн педагогика ĕçченĕсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Майлă самантпа усă курса шкулти «МедиаЦентр» хастарĕсем республика ертỹçинчен интервью илчĕç.

Шкула 2020 çулта тĕпрен юсанă: тăррине, чỹречисене улăштарнă, пỹлĕмсене хăтлăлатнă, электрооборудование çĕнетнĕ…

Çак кун Лаш Таяпасемшĕн нумайлăха асра юлĕ. Олег Николаев çак ялта çуралса ỹснĕ XXVII Олимп вăййисенче бронза медале тивĕçнĕ Владимир Андреев ячĕллĕ шкул çумĕнчи стадиона уçма хутшăнчĕ. Çак ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă пухăва ял халăхĕ йышлă пуçтарăннă.

— Спортăн çак объектне муниципалитет округĕн ертỹлĕхĕн тата вырăнти халăхăн пуçарăвне пула тума май килчĕ. Шкул тытăмне модернизацилемелли программăсемпе килĕшỹллĕн вĕрентĕве, пултарулăх ĕçне тата спорта аталантармалли виçĕ проекта пĕрлештертĕмĕр. Ку объекта эпир хатĕрленĕ шкул стадионĕсен стандартне тĕпе хурса хăтлăлатрĕç. Паян унпа килĕштерсе тунăскере, ăна пăхăнса пурнăçланă ĕçе, строительствăна çынсем тĕрĕслесе тăнине куратпăр. Пирĕн тĕллев — ачасене шкул стадионĕсемпе усă курса физкультурăпа спорта аталантарма, вырăнти çынсене утса-чупса, çан-çурăма вылятса канма май туса парасси, — терĕ Олег Алексеевич хăтлă тепĕр лапама уçма хутшăннăшăн ял-йышпа пĕрле савăннине палăртса.

Асăннă проекта Чăваш Ен Вĕренỹ министерствин программипе тата Лаш Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов пулăшнипе пурнăçланă. 12589681 тенкĕпе танлашнă проекта «Стройсфера» ООО ĕçе кĕртнĕ.

Искусствăлла виткĕçлĕ стадион çĕнĕ стандарта тивĕçтерет. Кунта ачасене те, аслисене те футболла, баскетболла, волейболла выляма, çăмăл атлетика енĕпе аталанма майсем çителĕклĕ. Ăмăртусем йĕркелемелли меллĕ вырăн та ку.

Ĕçлĕ ушкăн Лаш Таяпа шкулĕ çумĕнчи историпе тăван тавралăх музейне те çитсе курчĕ. Петр Теренин вĕрентекен тата ỹнерçĕ пуçарăвĕпе 1990 çулта уçнă 330 тăваткал метр йышăнакан музейре пулнă май республика Пуçлăхĕ тĕлĕнĕвне пытармарĕ, çак пурлăха упрамаллине тата çĕнетсе пымаллине, çуртне те юсамаллине каларĕ. Хальхи вăхăтра музейре 500 ытла экспонат шутланать. Пилĕк уйрăма (çар мухтавĕ, этнографи, спортпа комсомол, пĕрремĕш колхозсем, хальхи саманана халалланă кĕтес) пайланă музейре хăтлă. Шкул ачисем — музейĕн час-час кĕтнĕ хăнисем. Кунта паттăрлăх урокĕсене, аваллăхпа çыхăннă мероприятисене ирттересси йăлара.

Ĕçлĕ çул çỹрев тивĕçлĕ те тухăçлă иртнине палăртнă май Олег Николаев çапла хушса каларĕ: «Елчĕксем ĕçлеме пĕлеççĕ».

Маларах çак ырă та пархатарлă мĕн пур ĕçе пурнăçланинче Чăваш Ен Правительствипе пĕрле, паллах, Юрий Попов, Петр Краснов, Владимир Викторов депутатсен тата округăн ытти хастарĕсен тỹпи питĕ пысăк. Вĕсем тăван тăрăхшăн тăрăшнăран Елчĕк ен çулран-çул хăтлăланса та чечекленсе пырать.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code