Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Заявкăсем йышăнаççĕ

Заявкăсем йышăнаççĕ

Кăçал Чăваш Енри 22 пин ытла шкул ачине канупа тивĕçтермелле. Март вĕçĕнче кану учрежденийĕсенче канмашкăн заявкăсем йышăнма пуçлĕç.

Çак йышра — «Белые камни», «Березка», «Бригантина», «Волна», «Звездный», «Космонавт», «Романтика», «Салют», «Солнышко», «Соснячок», «Эткер» тата «Янтарный» лагерьсем. Ашшĕ-амăшĕ килтен тухмасăрах ачисене кану учрежденине çырăнтарма пултарать. Мартăн 30-мĕшĕнче йывăр лару-тăрури çемьесенчен заявкăсем кĕтеççĕ. Çак ĕçе Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă тумалла. «Ачасен канăвне йĕркелесси» уйрăма кĕмелле. Ытти шкул ачине «Е-Услуги. Образование» система урлă çырăнтараççĕ. Хуласем палăртнă тĕрлĕ кун пама пултарĕç заявкăсене, округсем вара — апрелĕн 20-мĕшĕнче. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен çемйисенчен апрелĕн 27-мĕшĕнче йышăнĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code