Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Анне шăпинчен иртеймерĕм…»

«Анне шăпинчен иртеймерĕм…»

– çакăн пек калать иртнине аса илсе Тĕмер ялĕнче пурăнакан тыл ветеранĕ Александра Яковлевна Дутова

Пĕччен мар эсĕ

1970 çулта Анаткасри Дутовсен çемйине кĕтмен çĕртен хăрушă инкек йăтăнса аннă. Çичĕ ача ашшĕ, 43 çулхи Александр Алексеевич Дутов пурнăçран уйрăлса кайнă. Аслă хĕрĕ Валентина саккăрмĕш класра вĕреннĕ, кĕçĕнни, Николай ывăлĕ, сăпкари ача пулнă. Ырă кăмăллă, ялти хисеплĕ арçынна юлашки çула ăсатма пĕтĕм ял çынни тухнă пек астăватăп. Унтанпа 51 çул иртнĕ пулин те Александра Яковлевна çав-çавах çак йывăр тапхăра манаймасть.

– Упăшка вилсен, пÿрт тулли ача пулсан та, çурт пушанса юлнăн туйăнчĕ. Пуçра пĕр шухăш: пĕринчен тепри пĕчĕк тĕпренчĕкĕмсене мĕнле çитĕнтерсе çын тумалла? Пĕр вăхăт аслăрах ачасене ача çуртне – интерната пама сĕнекенсем те пулчĕç. Анчах атте фронтра хыпарсăр çухалсан анне ултă ачине мĕнле йывăр пулнине пăхмасăр пĕччен çитĕнтернине аса илеттĕм те çак шухăша пуçран хăвалаттăм. Илюш шăллăм та çирĕппĕн çапла каларĕ: ачасене ниçта та ямастăн, пĕрле çитĕнтеретпĕр. Чăнах та сăмахне çилпе вĕçтермерĕ вăл. Шоферта ĕçленĕскер, çурта хутса ăшăтма вутăпа, брикетпа е çĕр кăмрăкĕпе, ĕнепе ытти выльăхсене утă-улăмпа тивĕçтерсе тăчĕ. Шăллăм хуçалăхри ытти йывăр ĕçсене туса пыма та пулăшрĕ. Çапла майпа йывăр тапхăрта та ĕне тытса ачасене юр-вартан татмарăм. Зина йăмăка паянхи кун та ырăпа аса илетĕп. Мускав облаçĕнче чукун çул çинче ĕçленĕскер укçан та пулăшатчĕ, ачасем валли кĕпе-тумтир туянса е хăй çыхса ярса паратчĕ. Пĕррехинче вăл пĕрле ĕçлекенсем умĕнче аппăшĕ пĕччен пилĕк пĕчĕк ача çитĕнтерни çинчен сăмах пуçарнă та рабочисем ачасем валли атă-пушмак, кĕпе-тумтир чылай ярса парса тăчĕç. Çапах та пĕчĕкрен темле ĕçе те хăнăхни, вăрçă вăхăтĕнче çирĕпленнĕ кăмăл-туйăм йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшрĕç пулас.

Александра Яковлевна, ялти пек каласан Санюк аппа, 1928 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Вăхăт унăн сăн-сăпатне кăна мар, кĕлеткине те улăштарнă. Хĕлле пÿртрен сайра-хутра тухса çÿрет, çулла вара ăна пÿрт умĕнчи сак çинче ларнине, пахчара уçăлса çÿренине курма пулать. Иртнине самаях лайăх астăвать. Тепĕр чухне ун патне Кели урамĕнче пурăнакансем, хăйĕнчен чылай çамрăкраххисем пырса лараççĕ те ĕлĕкхи пурнăç çинчен каласа пама ыйтаççĕ. Аса илет вара ватă çын иртнине, хăйĕн çамрăклăхне, хаяр вăрçă çулĕсене. «Тĕмер ялĕн салтакĕсем» кĕнеке валли материалсем пуçтарнă май пĕлтĕр эпĕ те ун патĕнче пулнăччĕ. Пирĕн калаçу майĕпен сыпăнса пычĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăçа куç умне кăларса тăратма ватă çынна çăмăл пулмарĕ пулас.

Вăрçă амантнă çамрăклăх

– Вăрçă пуçланнă çул эпĕ 13 çул тултарса 14 çула пуснă хĕр ача пулнă. Ку ÿсĕмри ачасем ĕç çумне çыпăçсах ларнă. Халĕ астумастăп ĕнтĕ, вăрçă пуçланнă вăхăтра эпĕ, те çын вырăнне, те хам килĕшнипех ял канашĕн исполнителĕнче ĕçлеттĕм. Унăн талăкĕпех ял канашĕнче пулмаллаччĕ. Ял канашĕн председателĕ е секретарĕ хушнипе кирлĕ çынсене унта чĕнме чупмаллаччĕ е пĕр-пĕр ĕç пурнăçлама кайса каламаллаччĕ. Пушă вăхăтра, çĕрле телефон умĕнче лармаллаччĕ. Пирĕн çĕршыва нимĕç фашисчĕсем килсе тапăннине кăнтăрла иртсен пĕлтерчĕç пулас. Митинг пулнă пек астăватăп. Тепĕр кунне манăн кунĕпех ял тăрăх чупмалла пулчĕ. Вăйпитти арçынсене вăрçа кайма повесткăсем пама тытăнчĕç. Июнĕн 23-мĕшĕнче нумай арçын, малтан Хĕрлĕ Çарта пулнăскерсем, Елчĕке çар комиссариатне тухса кайрĕç. Унтан вĕсене пурне те Канашри çар комиссариатне ăсатрĕç. Çакăн хыççăн кашни кун тенĕ пекех ялта салтак юрри илтĕнме тытăнчĕ. Мана исполнитель ĕçĕ кăмăла кайми пулчĕ. Пĕр-пĕр киле пырса кĕрсенех çынсем ман çине мĕн хыпарпа килнине пĕлес тесе куçран тĕсесе, шикленсе пăхнине асăрхаттăм. Вăл вăхăтра вăйпитти кашни арçын кашни кун вăрçа тухса каймалли повестка кĕтсе пурăннă. Çынсене тĕрлĕ ĕçпе тĕрлĕ тăрăха лавпа ытларах та ытларах яма тытăнчĕç. Ял канашĕн председательне Герасимов Якура салтака илменччĕ-ха ун чухне. Ăна ÿкĕтлесе исполнитель ĕçĕнчен аран-аран хăтăлтăм.

Вырма вăхăчĕ çитрĕ. 1941 çулта вăйпитти арçынсем пурччĕ-ха. Ун чухне кашни çемьене тырă вырмалли лаптăк уйăрса паратчĕç. Хамăр çывăхри тантăшсем Павăл Евкенĕ, Матрус Клавчи, Никит Пăлаки, Текмек Маюкĕ, Анисимова Рита 10-11 çултах аннесемпе пĕрле алла çурла тытса тырă вырма вĕреннĕ. Паянхи кун çак йышран Павăл Евкенĕ – Евгения Павловна Тимофеева /Уткина/ çеç пурăнать. Вăрçă пуçланчĕ те, 12-14 çулсенчи хĕр ачасемпе арçын ачасене аслисемпе тан пур ĕçе те явăçтаратчĕç. Звеньевой кашни кун икĕ пичет патакки сарлакăшĕ вырмалли лаптăк виçсе паратчĕ те эпир ана вĕçĕ хăçан тухать-ши тесе шутла-шутлах пуçа çĕклемесĕр выраттăмăр. Сирĕн Ванькка /ман аттен шăллĕ Иван Кабусев – автор/ жнейкăпа тырă вырма пуçларĕ. Пиртен кăштах çамрăкрах пулсан та унăн алли пур çĕре те пыратчĕ. Каярахпа тимĕрçĕ лаççине иленчĕ те чăн-чăн тимĕрçĕ пулса тăчĕ.1962 çулта хальхи Кăнтăр урамĕн Мучар енчи 32 çурт тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кайсан çемйипе Казахстана куçса кайрĕ.

Вăрçă тухнă çул пĕтĕм арçынна вăрçа илменччĕ-ха. Çавăнпа вăл çул каярахпа курнă, тÿссе ирттернĕ йывăрлăха туймарăмăр. Тырă вырса тĕм, сурат, çĕмел тăвассине хамăрах вĕреннĕ те тума пултараттăмăр. Петюк, вăрăмскер, урапа çине тăрса вăрăм сенĕкпе кĕлтесене çÿле паратчĕ, çÿллĕ, шыв яман капан тума та ăстаччĕ. Вырнă тырра ун чухне капанра упранă. Пушансан кĕркунне, кĕрхи ĕçсем тăсăлса кайсан хĕл пуçламăшĕнче ăна алăпа е молотилкăпа çапатчĕç. Çавăнпа капансем тума çак ĕçе лайăх пĕлекенсене шанатчĕç. Унсăрăн кĕрхи çумăрта, йĕпе-сапара капана шыв анма, тырă чĕрĕлме пултарнă.

Пирĕн аттене, 1903 çулта çуралнă Яков Егорович Егорова, фронта 1942 çул пуçламăшĕнче илчĕç. Ялтан ушкăнпа тухса кайрĕ вăл. Пирваях вĕсене çар ĕçне вĕрентнĕ. Вăрçа хăçан илсе каяссине пĕлтерме ĕлкĕрнĕ те, анне Канаша тухса кайрĕ. Пуйăс тапранса кайиччен кăштах курса калаçма ĕлкĕрнĕ вăл, килтен илсе кайнă апат-çимĕçне те парса янă. Çемьере 5 хĕр те 1 ывăл юлчĕ. Эпĕ – асли. Кĕçĕнни 2 çул тултарнăччĕ пулас. Атте вăрçа кайсан тăватă уйăха яхăн çыру çырса тăчĕ. Унтан çырусем килме пăрахрĕç, 1942 çулхи çулла хыпарсăр çухалнă тесе пĕлтерчĕç.

Вăрçă вăхăтĕнчи пурнăç çинчен каласа пама питĕ йывăр. Кунĕ-кунĕпе ĕçлесен те колхозра нимĕн те пами пулчĕç. Ĕçлекенсене колхозра апат çитерсе çăкăр панипе кăна тытăнкаласа пурăнтăмăр. Уйрăмах 1943-1945 çулсенче йывăр килчĕ. Çимелли çук, тăхăнмалли тумтир çĕтĕлсе пĕтрĕ. Пÿрте хутса ăшăтма вутă сахал çыннăн пулнă. Пĕчĕк пÿрте выльăх-чĕрлĕхрен юлнă улăмпа та хутса ăшăтма çук. Чылай çын шăнса вилес мар тесе карта-хуралтине пăсса çунтарчĕ.

Юлашки вăхăтра Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисем пирки хаçатсенче нумай çыраççĕ, радиопа тата телевизорпа каласа кăтартаççĕ. Пирĕн ял çыннисем те нумаййăн хутшăнчĕç унта. Хÿтĕлев чиккисем тунă çĕрте 17 çул тултарнă хĕрсемпе каччăсем, вăйпитти арçынсемпе хĕрарăмсем ĕçлетчĕç. Алăра пĕчĕк ача пур хĕрарăмсене унта ĕçлеме яман. Окоп чавакансем патне /унта ĕçлекенсене çапла калатчĕç/, Улатăр тăрăхне апат-çимĕç, ĕç хатĕрĕсем леçме çитĕннисемпе пĕрле лавпа икĕ хутчен кайнине астăватăп. Шартлама сивве, витĕр касакан çиле пăхмасăр пин-пин çын тем тарăнăш шăннă çĕре пĕр шарламасăр лумсемпе, кирккасемпе таккани халĕ те куç умĕнче. «Нивушлĕ хаяр вăрçă пирĕн пата çитет», – сехĕрленсе шутлаттăмăр. Пирĕн ялтан чылай çын ĕçлерĕ хÿтĕлев чиккисем тунă çĕрте. Хастар ĕçшĕн Ульяна Карсаковăна Шупашкартан грамота панине те астăватăп /Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн 1942-мĕш çулхи мартăн 19-мĕшĕнчи Указĕпе Ульяна Васильевна Карсакова çĕр чавакана Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă – автор/. Улатăр тăрăхне каймалла тени пурне те хăратнă, мĕншĕн тесен унти ĕçсем окопсем чавнипе çеç вĕçленмен. Вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăн та патшалăха вăрман питĕ кирлĕ пулнă. 17 çул тултарсан пирĕн пек хĕрсене те вăрман хатĕрлес ĕçрен хăварман. Выçăллă-тутăллă, шартлама сивĕре чăм шыва ÿкиччен, вăйран кайиччен ĕçленине пирĕн ÿсĕмри çынсем çеç пĕлнĕ. Халĕ вĕсем те пирĕн хушăмăрта çукпа пĕрех.

Çуркунне маларах çĕрулми лартнă уя крахмал пуçтарма каяттăмăр. Хальхи çамрăксем кăна мар, пенсие халь тухнă çынсем те вăл мĕнлерех пулнине пĕлмеççĕ. Ăна пĕлмелле те ан пултăр-ха. Кĕркуннепе ана çине юлнă çĕрулмине, сивĕпе шăнса çурхи хĕвелпе ăшăннăскере, крахмал тетчĕç. Ăна ытти апатсемпе хутăштарса хатĕрленĕ. Выçă хырăмшăн питĕ тутлă пулнă ĕнтĕ вăл. Анчах пылчăк çинче çÿресе пăх-ха, мĕн тути калать: пакăлча таран пылчăк çине çăпатапа кĕрейместĕн, çăлăнса юлать, хальхи пек резина атă та пулман. Ирĕксĕрех çара уран кĕреттĕмĕр. Урасем пăр пек сивĕ пулса каятчĕç. Çемьере малтан аннепе иксĕмĕр ĕçлерĕмĕр колхозра. Унтан 1932 çулта çуралнă Зоя ĕçе тухкалама пуçларĕ. Аннапа Илья ĕçе тухмалăх ÿсейменччĕ-ха.

Вăрçă чарăннă çулхи çураки асран тухмасть. Хальхи Сартас вăрман тăрăхĕ патĕнче тырă акатпăр. Лашасем ырхан, аран-аран ĕçлекелетпĕр. Тырă хуракан виçĕ кĕлет Кăнтăр урамĕн вĕçĕнче, халĕ Кузнецов Алюш çурчĕ ларакан тĕлте вырнаçнăччĕ. Çурăм çине икĕ пăт вăрлăх хураттăмăр та ана патне икĕ çухрăм ытларах утаттăмăр. Çапла кунне темиçе хутлаттăмăр. Мĕнле тÿснĕ-ши вăрçă нушисене? Йывăрлăх пирĕн чуна та, кĕлеткене те çапла çирĕплетнĕ пулĕ çав.

Шкулта эпĕ лайăх вĕренеттĕм. Ялта 4 çул, Тăрмăшра 3 çул вĕренсен çитет терĕм. Дарья Куприяновна учительница мана малалла вĕрентесси пирки аннепе калаçма темиçе те пычĕ, анчах çитмен пурнăç, вăрçă нуши малалла вĕренме чăрмантарчĕ.

Йăх-несĕл йывăçĕ парка

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче упăшки чирлесе е сарăмсăр вилнĕ хыççăн арăмĕ йышлă ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкĕл çитĕнтернĕ темиçе çемьене те пĕлетĕп эпĕ. Вĕсен ачисем ĕç çумне час çыпăçатчĕç,йĕркеллĕ çынсем пулса ÿсетчĕç. Александра Дутова çемйипе çапла пулчĕ. Ун чухне ял çынни пĕтĕм вăхăтне колхоз производствинче ĕçлесе ирттернĕ. Ĕçĕ вара пурне те çитнĕ. Санюк аппа, пахча çимĕç çитĕнтерекенсен ушкăнĕнче вăй хунăскер, ачисене хăйĕнчен хăварман. Кашни валли ĕç тупăннă: ушкăнпа хăяр, купăста лаптăкĕсене Çирĕклĕ юханшывĕнчен шыва витресемпе йăтса шăварнă, кишĕрпе столовăй чĕкĕнтĕрĕн йăранĕсенче çум курăка алхасма паман. Колхоз садĕнчи панулми йывăççисем те çын алли пырса тĕкĕнмесĕр çимĕç паман. Кунсăр пуçне çемье бригадăри колхозниксемпе пĕрле уйăрса панă лаптăкра выльăх кăшманне, севок сухана çум курăкран тасатса тăнă, пуçтарса кĕртнĕ, пĕрлешÿллĕ хуçалăхри ытти ĕçсене хутшăннă. Çулталăк вĕçĕнче колхоз ĕç кунĕ тăрăх тырри-пуллине валеçнĕ, уйăхсерен ĕç укçи тÿленĕ.

Санюк аппан ачисем тахçанах çитĕнсе çитнĕ ĕнтĕ, пурин те тенĕ пекех мăнуксем пур. Валентина бухгалтера вĕренсе тухнăранпа паянхи кунчченех ялти производство кооперативĕнче ĕçлет. Мария хĕрĕ те фермăра ĕçлесе пенсие тухнă. Вĕсем амăшĕшĕн паян шанчăклă тĕрев шутланаççĕ. Галина хĕрĕ Аслă Пăла Тимешре тĕпленнĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлет. Юлия Мускав облаçĕнче, Василиса, Юрий, Николай Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ.

Уявсенче, паллă кунсенче Александра Яковлевнан пилĕк стеналлă çурчĕ ывăл-хĕрĕсемпе, кĕрÿшĕсемпе тата кинĕсемпе, 17 мăнукĕпе тата 17 кĕçĕн мăнукĕпе тулсах ларать. Çапла, Санюк аппан йăх-несĕл йывăçĕн турачĕсем парка та тулли.

…Чăваш Ен издательствăпа полиграфи комплексĕнче иртнĕ çул пичетленсе тухнă «Тĕмер ялĕн салтакĕсем» кĕнекери «Вĕсем те Çĕнтерĕве çывхартнă» статьяра «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале тивĕçнĕ ентешсен списокне илсе кăтартнă. Унта пурĕ 335 çынна кĕртнĕ. Çак йышра Егорова Ксения Тихоновна, Егорова Александра Яковлевна хушамачĕсем те пур. Пĕрремĕшĕ – Санюк аппа амăшĕ, иккĕмĕшĕ – вăл хăй – хĕр чухнехи хушаматпа тăрать.

Николай АЛЕКСЕЕВ,
пичет ветеранĕ,
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code