Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 42 кандидат

42 кандидат

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутачĕсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕ иртет.

Çак кун 18 округран 18 депутата суйлăпăр. Паянхи кун тĕлне суйлава хутшăнма Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» парти — 18, «Справедливая Россия» парти — 9, «Коммунистическая партия РФ» — 13 кандидат, 2 кандидат хăйсене хăйсем тăратнă.

Районта участоксенчи 33 суйлав комиссийĕ ĕçлет. Сентябрĕн 11-мĕшĕнче хăй пропискăра тăракан вырăнта суйлава хутшăнайман (тĕрлĕ сăлтава пула Чăваш Республикинчи тĕрлĕ хулара е районта, ун тулашĕнче пулма тỹр килсен) суйлавçăсем августăн 31-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 10-мĕшĕччен вырăнти суйлав комиссийĕн участокĕсенче маларах сасăлама пултараççĕ.

Владимир НИКОЛАЕВ,
Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code