Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сасăлав çывхарса пырать

Сасăлав çывхарса пырать

Çавна май республикăри мĕн пур округра общество сăнав штабĕсем ĕçлеме пуçларĕç. Сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенче РФ Патшалăх Думин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлăпăр.

Суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче общество сăнавçисен витĕмĕ пысăк вырăн йышăнать. Унăн йышне Чăваш Республикин Общество Палатин, Юристсен ассоциацийĕн членĕсене кĕртнĕ. Вĕсем сасăлава суйлав саккунĕпе килĕшỹллĕн тата йĕркелĕхе пăхăнса ирттернине сăнаççĕ.

Çав шутра суйлав кунĕсенче тĕрлĕ партисен тата общественноçăн представителĕсем хутшăнĕç. Çывăх вăхăтра регионта тата округсенче суйлав ирттерес тĕлĕшпе çыхăннă представительсен вĕренĕвне йĕркелеме палăртаççĕ. Юридици тĕлĕшĕнчен те пĕлỹ парассине шута илнĕ кунта, çавăн пекех вĕрентĕвĕн тĕрлĕ майне ĕçе кĕртĕç: онлайн мелĕпе, куçăмлă майпа е вырăна тухса занятисем йĕркелесе.

Зинаида ЯКОВЛЕВА,
Елчĕк округĕн общество палатин председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code