Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Стартра – 18 çултан аслăраххисем

Стартра – 18 çултан аслăраххисем

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем çулталăк тăршшĕпех ÿт-пĕвне пиçĕхтерсе тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ, çуран утаççĕ, чупаççĕ, шывра ишеççĕ… Вĕсем никам каламасăрах, хушмасăрах, хăйсен чун-чĕри ыйтнипе спорта парăннă. Теприсене вара кăштах хăйсен сывлăхĕ çине тимлĕх уйăрма хистени те кирлĕ пулĕ. Шăпах 17-мĕш хут иртекен «Наци кросĕ» организацисемпе предприятисенче, учрежденисенче ĕçлекенсене çулталăкра пĕрре те пулин старта йыхравлать. Иртнĕ шăматкун районта çак массăллă спорт уявĕ тулли кăмăл-туйăмпа иртрĕ.

Урамра кĕрхи кунсем тăраççĕ пулсан та йывăçсем хăйсен симĕс тумне улăштарма васкамаççĕ-ха. Ир-ирех кăштах çумăр пĕрĕхкелерĕ, çапах кăштахранах спортсменсене ырă каçалăк сунса хĕвел ăшшăн йăл кулчĕ. Тăхăр сехетре палăртнă старта васкаса ĕç коллективĕсем ушкăнăн-ушкăнăн районти Тĕп лапама пуçтарăнчĕç. Спорт тумĕ тăхăннăскерсен пит-куçĕсенче шевле вылять, çак чупăва çулсерен тулли кăмăлпа хутшăнассине кашниех ырă йăлана кĕртни курăнать.

Кăçал çĕршывра, çав шутра районта та, коронавирус чирĕ алхаснă май, наци кросне Елчĕкри, Патреккелĕнчи шкул ачисем, учительсем хутшăнмарĕç. Çавăнпа та çăмăл атлетсен йышĕ иртнĕ çулхисенчен сахалтарах пулчĕ. Çакă чупун пĕлтерĕшне çухатмарĕ, пачах урăхла, 18 çултан аслăраххисен спортри маçтăрлăхне çивĕчлетрĕ.

Çуран чупма юратакансен уявĕпе пухăннисене район пуçлăхĕ Вячеслав Сядуков, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый саламларĕç, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм сунчĕç.

Чи малтанах старта ертÿçĕсемпе 41 çултан аслăрах хĕрарăмсемпе арçынсем тухрĕç. Вĕсем Тĕп лапамран пуçласа Октябрьская, Комсомольская урамсем тăрăх çуран чупрĕç. 1 çухрăмлă дистанцие чи малтан Андрей Смирнов вĕçлерĕ. Вăл район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕнче водительте тăрăшать. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – йĕкĕреш Григорьевсем. Валерипе Василий Елчĕкри пушар чаçĕнче чылай çул вăй хураççĕ. Хĕрарăмсенчен районти тĕп больницăри Алина Прокопьева медсестрана çитекенни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăна Елчĕкри нумай функциллĕ центр ертÿçи Людмила Викторова йышăнчĕ. Тÿскелте пурăнакан Елена Степанова виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Тÿрех палăртса хăварар, Елена Владимировна çулне кура мар йăрă та çаврăнăçуллă. 63 çулхи спорт тусĕ «Ăмăртăва хутшăннă чи аслă хĕрарăм» ята та тивĕçрĕ. Çуран чупма кăна ăста мар вăл, «Йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупăва та çулсерен активлă хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать.

2 çухрăмлă чупу Тĕп лапамран пуçласа Октябрьская, Беляев, Советская, Иванов урамĕсемпе иртрĕ. Финиша Чăваш патшалăх аграри университетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренекен, спорт мастерĕн кандидачĕ Лиана Чернова пĕрремĕш çитрĕ. Аслă Елчĕк хĕрĕ аслă шкулта полиатлон спорчĕпе кăсăкланать. Район администрацийĕнчи Ирина Никонова çăмăл атлетикăпа туслине кашни çулах çирĕплетет. Кăçал вăл – иккĕмĕш. Районти ветеринари станцийĕн тухтăрĕ Алина Быкова пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ.

Кăçал «ДПМК «Яльчикское» сахал яваплă обществăн ĕçченĕсем кросра пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Унта çамрăксем йышлăн тăрăшни савăнăç кÿрет. Арçынсенчен финиша чи малтан çитекенни шăпах çак организацири Александр Чернов пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта та унăн ĕçри тусĕ – Николай Траншкин. Калас пулать, Николай ытти чухне те спортран аякра тăмасть. Вăл пауэрлифтинг енĕпе виçĕ хутчен Чăваш Республикин чемпионĕн ятне çĕнсе илнĕ. Виççĕмĕш вырăнта райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пайăн тĕп специалистĕнче хальтерех кăна ĕç стажне уçнă – Сергей Ильин.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе медальсем парса чыс турĕç.

Чупу вĕçленчĕ пулсан та унта хутшăннисем тÿрех саланма васкамарĕç. «Наци кросĕ» нумайлăха асра юлтăр тесе коллективсем сăн ÿкерттерчĕç, чупуран çĕкленчĕк кăмăл илнине, вăй-хал çирĕпленнине туйса савăк туйăмпа килĕсене утрĕç.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code