Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне йышăнчĕ

Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне йышăнчĕ

Сентябрĕн 22-мĕшĕ тăван республикăшăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмпа асра юлĕ. Çак кун Олег Алексеевич Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне йышăннине халалланă савăнăçлă церемони пулчĕ. Вăл оперăпа балет театрĕнче иртрĕ.

Унта Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăн ĕç тăвакан тата федерацин территорири власть органĕсен ертÿçисем, Раççей субъекчĕсен представителĕсем, муниципалитет йĕркеленĕвĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсем, Мускавран, федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсенчен тата ытти çĕртен килнĕ чылай хăна хутшăнчĕ.

Олег Николаев должноçа кĕнин церемонине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова уçрĕ. Чăваш Ен Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков суйлав сасăлавĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Вăл Олег Николаев чи нумай сасă пухса çĕнтернине – сасăлавра суйлавçăсен 75,63 проценчĕ ытла уншăн суйланине палăртрĕ.

Чăваш Республикин Конституцийĕн 71-мĕш статйипе килĕшÿллĕн Олег Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тупа сăмахĕсене аллине республикăн Тĕп Саккунĕ çине хурса чăвашла тата вырăсла каларĕ, унтан должноçа кĕни çинчен калакан Указа алă пусрĕ.

Чи малтанах Чăваш Ен Пуçлăхне Альбина Егорова, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕн заместителĕ Олег Машковцев, Чăваш Енĕн пĕрремĕш президенчĕ, Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Николай Федоров, Раççей Патшалăх Думинчи «Справедливая Россия» фракцин ертÿçи Сергей Миронов, Савватий митрополитпа Альбир-хазрат Крганов муфти тата ыттисем саламларĕç, Республика Пуçлăхне яваплă ĕçре ăнăçу сунчĕç. Калас пулать, С.Миронов Олег Алексеевича чăваш княçĕн тумне, А.Крганов вырăсла коран парнелерĕç.

Церемоние хăйĕн сăмахĕпе Олег Николаев вĕçлерĕ. Вăл тăван республика ырлăхĕшĕн ĕçлесси пысăк чыс пулнине, пурте пĕрле тăрăшсан пĕтĕмпех ăнăçлă пулассине палăртрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code