Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Грант илес тесен

Грант илес тесен

Ял хуçалăх министерстви ял хуçалăх потребитель кооперативĕсене материалсемпе техника никĕсне пуянлатма грант парас тĕллевпе конкурс ирттерет.

Документсене çу уйăхĕн 28-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурсра çĕнтернисене федераци бюджетĕнчен 40 миллион тенкĕлĕх грант параççĕ. Унсăр пуçне, иккĕмĕш кооператор хушма гранта тивĕçĕ, вăл та 40 миллион тенкĕлĕх. Ăна республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Ен бюджетĕнчен уйăрма палăртнă.

Конкурса ял хуçалăх продукцине тирпейлекен, унран апат-çимĕç хатĕрлекен, ăна вырнаçтаракан, регистрациленнĕренпе 12 уйăхран кая мар ĕçленĕ, ял территорийĕсенче е хула агломерацийĕнче шута илнĕ ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсем хутшăнма пултарĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code