Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пултаруллисем валли

Пултаруллисем валли

Республикăра çамрăксемпе студентсене вĕренỹре, ĕçре, спортра, творчествăра тунă çитĕнỹсемшĕн ятарлă стипенди парса хавхалантарасси ырă йăлана кĕнĕ.

Ку вăл Республика Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн пулса пырать. Кăçал та 14-35 çулхи çамрăксенчен августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен ятарлă стипенди илмешкĕн тăратнă документсем йышăнатпăр.

Конкурса вĕренỹре, спортра, наука, тĕпчев, производство ĕçĕсенче курăмлă çитĕнỹсем тунă пултаруллă шкул ачисем тата тĕрлĕ отрасльте ĕçлекен çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Ыйтусем сиксе тухсан тĕплĕнрех райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕнчен 2-59-12 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлмелле.

М.ВАСТУЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code