Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ГТОра та маттур

ГТОра та маттур

Пушар хуралĕн ĕçченĕсем вăй-хал тĕлĕшĕнчен яланах тĕреклĕ пулмаллине, кăткăс лару-тăрура тивĕçлĕ утăм тумаллине питĕ лайăх ăнланаççĕ.

Çакна шута илсе Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хуралĕн хастарĕсем хăйсене ГТО нормативĕсене пурнăçлассинче тĕрĕсленĕ: турник çинче туртăннă, 30 тата 3000 метра чупнă, урайĕнчен тĕртĕннĕ, спорт снарядне ывăтнă… Çывăх кунсенче винтовкăран тĕл перессипе тата шывра ишессипе тупăшĕç.

Сăмах май, Елчĕкри вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕренекенсем те аслисемпе пĕрле ĕçе тата оборонăна хатĕр пулнине çирĕплетнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code