Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хыпарсăр çухалнă

Хыпарсăр çухалнă

1941 çулхи июнь уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв çине фашистла Германи сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. Тăватă çула яхăн тăсăлнă çак хăрушă вăрçа кашни килтен ашшĕсем, ывăлĕсем тата хĕрĕсем тухса кайнă. Çурри ытла тăван киле каялла таврăнайман – юнлă вăрçăра паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă. Миçе çамрăк ĕмĕтне татнă, çемьене аркатнă вăл.

Вăрçă шăпи салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусенче упранать паян. Курнавăшри историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕнче вырăн тупнă çырусене уçса вуласан та иртнĕ вăхăта таврăнатăн.

1916 çулта Курнавăшра çуралнă, унтах пурăннă Иван Светопольский çар ретне 1939 çулта тăнă. Килĕнче унăн мăшăрĕ тата пĕчĕк хĕрĕ, çывăх тăванĕсем юлнă. Вĕсем çывăх çыннине тăван яла тĕрĕс-тĕкел таврăнма ырă сунса ăсатса янă пулсан та Ивана шăпа каялла таврăнма пÿрмен. Хăйĕн пирки унăн çырăвĕсем анчах аса илтерсе тăнă тăванĕсене. Шел пулин те, вăрçă вăхăтĕнче мăшăрăн хĕрĕ чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Пур йывăрлăха та чăтнă Нина Светопольская, урăх качча тухман вăл, колхозра ырми-канми тăрăшса чунне ĕçпе пусарнă, 1995 çулччен пурăннă.

Хăй пурăннă чух Иванăн çырăвĕсене хаклă тупра пек упранă салтак арăмĕ. Вĕсене улăштармасăр пичетлетпĕр. Çырăвĕсене салтак вăрçă пуçланиччен çырнă. «1940 г. 20 июня. Чи малтанах сире Саняпа иксĕре чунран ырă сунса, тимĕр чăтайми, пысăкран та пысăк артиллерири хĕрÿллĕ салампа саламлатăп. Ну, Нина, санран çыру кĕтсе илеймерĕм. Каллех хам ярас терĕм ĕнтĕ. Сиртен çыру пулманни шăпах 1 уйăх çитет ыран. Ну малалла та кăштах хамăр пурнăçсем çинчен çырса пĕлтерем. Халь эпир ĕлĕкхи вырăнта мар. Пире унтан тревогăпа илсе тухрĕç. Çавăнтан вара урăх пурнăçа çаврăнчĕ…

Хулара кашни кун рабочисем фабрика-завод хуçисене хирĕç восстанисем тăваççĕ. Ĕлĕкхи правительство вырăнне саççим урăх правительство суйларĕç. Но эпир халь лагерьте пурăнатпăр. Литван тĕп хули Каунас ятлă. Хула тулашĕнче вăрманлăхра пурăнатпăр. Хăрушă кунта. Çĕрле çывăрнă чухне те наган çумра. Любой вăхăтра разный бандит-шпион аллине лекме пулать. Канлĕ выртса çывăрма çук. Кунта килнĕ чухне чисти тĕлĕнсе каймалла килтĕмĕр. Лери вырăнтан тухсан кунта çитсен /80 çухрăм/ татти-сыпписĕр войска куçрĕ: машинăпа та, пехотăсем те, кавалерисем те ытти войскасенчен, веçех иртсе килтĕмĕр. Кунта хулана кĕрсен вара хулари мĕн пур халăх пире кĕтсе аллине сулласа юлаççĕ. Хăшĕ-пĕрисем /хĕрĕсем/ машинă çине тĕрлĕ чечексем ыта-ыта яраççĕ. Хăшĕ-пĕрисем конфетсем, печенисем ыта-ыта яраççĕ. Хăшĕ-пĕрисем кулаççĕ. Хăшĕсем йĕреççĕ. Тата теприсем, мăн хырăмлисем, чăмăрĕпе юнаса юлаççĕ. Питĕ интереслĕ. Кунта çитсен малтан пире пысăк çаралăха кĕртсе ячĕç, çитсенех палаткăсене карса вырнаçтартăмăр. Мĕн пурĕ пĕрле пухăнса круг çаврăнса ташлама-юрлама тытăнтăмăр. Кунта вара каллех мĕн пур хула çынни курма пуçтарăнчĕ, алă çупса кулса савăнса тăчĕ. Ну çав хушăрах хăшĕ-пĕрисем ?нумай мар/ куç хÿрипе çынсене кураймасăр тăракансем те пур. Унта вара икĕ кун пурăнсан пĕр пысăк юханшыв хĕррине куçарчĕç. Унта пĕр 5 талăк пурăнсан каллех куçарчĕç. Çапла ĕнтĕ, Нина, çамрăк вăхăтсене пĕрле савăнса ирттермелле чух пирĕн çав вăхăтсем кунтах иртсе каяççĕ. Юрĕ, ман çырăва илсен хирĕç хурав çыр. Пока сывă юлатăп. Сире те ырă-сывă пурăнма сĕнетĕп. Çыраканĕ ВАНЬККА.»

Тепĕр çырăвне Иван çывăх тăванĕ вилнине пĕлсен çырнă: «Нина, пирĕн пурнăçсем çавăн пек: йĕп вĕçĕнче çеç тăратпăр ĕнтĕ. Фая çураласса çавăн пек телейсĕр вăхăтра çуралнă тăк вăл япалана пирĕн курасах пулать ĕнтĕ. Кашни кун çав хăрушлăх çинчен çеç шухăшласа кĕтсе тăратăп. Вăл япала пулмасан киле таврăнасси çинчен çеç савăнса кĕтсе тăмаллаччĕ ĕнтĕ. Анчах та çапла кĕрсе курмасăр киле таврăнса курма тÿр килмест пулĕ. Ладно, Нина. Юлашкинчен тата тепĕр хут питĕ хĕрÿллĕ салампа саламласа, сывлăш витĕр чĕререн юратса, хыттăн чăмăртаса тутлăн чуп тăватăп. Сывă юлăр, эпĕ те сывă юлатăп. Çырать: Ванькка. Литовская ССР, г. Ковно, п/о-02, п/я-432».

Иван Светопольский 1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă, çакăн пирки тăванĕсем çыру илнĕ.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code