Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Вăрçă ачисен» ыйтса çырмалла

«Вăрçă ачисен» ыйтса çырмалла

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пулăшăвăн çĕнĕ мелĕ вăя кĕрет: «вăрçă ачисен» çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тăкакĕсене саплаштарма пуçлаççĕ. Социаллă тÿлевпе тивĕçтермелли йĕркене ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сÿтсе явнă.

Патшалăх малашне «вăрçă ачисен» çурт-йĕр тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тÿлевĕн тăкакĕсене 25 процент таран саплаштарĕ. «Социаллă тÿлеве илме граждансем хăйсем пурăнакан вырăнти социаллă хÿтлĕх пайĕнче е нумай функциллĕ центрсенче заявлени çырмалла, – тенĕ ЧР ĕçлев министрĕ Алена Елизарова саккун проекчĕпе паллаштарнă май. – Компенсаци çирĕплетессине 15 кунран кая юлмасăр татса памалла».

Тÿлеве кварталта пĕр хутчен параççĕ, заявленисене юпа уйăхĕнче йышăнма пуçламалла. Гражданинăн пĕр йышши социаллă пулăшу мерине темиçе сăлтавпа илме ирĕк пур чухне вĕсенчен пĕрне анчах суйлама пулни çинчен те пĕлтернĕ министр. Сăмах май, хальхи вăхăтра Чăваш Енре 60 пин ытла «вăрçă ачи» пурăнать, вĕсенчен 56 пин ытла çынна социаллă пулăшупа тивĕçтернĕ. Елчĕк районĕ пирки калас пулсан та, хальхи вăхăтра 1428 гражданина «вăрçă ачин» статусне панă, çав шутран 1383-шĕ ытти социаллă çăмăллăхсемпе те усă курать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code