Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > #ЭПИРПĔРЛЕ преми

#ЭПИРПĔРЛЕ преми

Пĕтĕм тĕнчери #ЭПИРПĔРЛЕ премие çынсене пулăшассипе, вĕсен пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă социаллă пуçарусене пурнăçа кĕртес тĕллевпе параççĕ.

Çĕнтерÿçĕсем проекта пурнăçлама 2,5 миллион тенкĕ таран грант илме, вĕрентÿ программисене хутшăнма пултараççĕ. Чи маттуррисене раштав уйăхĕн 3-5-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери #ЭПИРПĔРЛЕ форум ĕçленĕ вăхăтра чыслама палăртнă. Кăçал унта хутшăнма кăмăл тăвакансенчен ыйтса çырнисене утă уйăхĕн 5-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çĕртме уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче Çамрăк пуçаруçăсен центрĕнче унта хутшăнма кăмăл тунисен проекчĕсене пăхса тухаççĕ, вĕсене федераци шайĕнчи социаллă проектсене пурнăçа кĕртекенсем экспертсем пек хутшăнма тивĕçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code