Çуркунне чăхсем çăмарта лайăх туччăр тесен вĕсен рационне пуянлатмалла.
Çăмарта тăвакан чăхсен рационĕнче тĕп вырăнта — тулăпа кукуруза. Туллине çаплипех памалла, кукурузăна вара вĕтетсен аван. Кун пек вăл лайăхрах ирĕлет. Çавăн пекех сĕлĕ те памалла. Вăл клетчаткăпа пуян пулнăран апата ирĕлтерме пулăшать. Ăна вĕтетсе парсан лайăхрах. Урпа — клетчатка çăл куçĕ, вар-хырăма ĕçлеттерме пулăшать. Пăрçа йышши культурăсем (соя, шалча пăрçи, пăрçа) — белок çăл куçĕ. Вĕсем пĕçерсе парсан лайăхрах ирĕлеççĕ.
Çавăн пекех апата какай шăммисенчен тунă çăнăха тата пулă юлашкийĕсене хушма юрать. Чăхсене кишĕр, кавăн тата çĕр улми памалла. Кишĕр — каротин çăл куçĕ. Вăл çăмарта саррин тĕсне лайăхлатать. Кавăн А тата Е витаминсемпе пуян. Вĕсем çăмарта тăвассине ỹстереççĕ. Çĕр улми — углеводсен çăл куçĕ. Ăна пĕçерсе памалла. Чĕрринче сиенлĕ соланин пур. Кайăк-кĕшĕке çăмарта лайăх туччăр тесен ятарлă витамин тата минерал, аминойỹçек хутăшĕсене памалла. Ирхине тыр-пул сĕнмелле. Каçхине тутă ытларах тытаканнине памалла. Апат виçеллĕ пултăр. Ытлашши панăран та, апат çитменрен те вĕсем çăмарта сахалтарах тума пултараççĕ. Кайăк-кĕшĕке апат юлашкисене (холодец, салат) памалла мар. Вĕсем ытла çуллă. Пĕр чăхха талăкра вăтамран 120-130 г комбикорм кирлĕ. Яланах таса, ăшă памалла.

