Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Районăн ылтăн фончĕ»

«Районăн ылтăн фончĕ»

тесе хаклать район администрацийĕн ертỹçи Леонард Левый ялсенче пурăнакан ĕçпе тыл ветеранĕсене.

Вĕсем çичĕ пинрен те ытла. Петр Никифорович Черновпа Роберт Иванович Бобылев 90 çултан иртнĕ пулсан та политикăпа тата район пурнăçĕпе тăтăшах кăсăкланаççĕ. Паян хăйсене çỹреме йывăртарах пулсан та тĕл пулăва пухăннисене кăмăлтан ырлăх-сывлăх суннă. Пухăннисене муниципаллă округ депутачĕ, районти хĕрарăмсен канашĕн председетлĕ Лариса Васильева та саламланă.

Аслă Пăла Тимеш тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертỹçи Зинаида Портнова аслă çынсем (вĕсене ватă тесе калама та чĕлхе çаврăнмасть, — хушса хучĕ хăйĕнчен) кил-тĕрĕшре тирпей тытнипе пĕрлех çамрăксене тĕрлĕ енчен пулăшаççĕ, ал ĕç тăваççĕ, выльăх-чĕрлĕх патне те тухаççĕ. Çавсенчен иккĕшне, хальтерех кăна вуннăмĕш теçеткене куçнăскерсене, Леонард Левый В.В.Путин Президент саламне алран тыттарсан, куçĕсенчен савăнăç куççулĕ тухрĕ. «Кĕçех тепĕр иккĕшĕ 90 çул тултараççĕ, — сăмахне малалла тăсрĕ вăл аслисене халалласа çырнă çĕнĕ сăввине вуланă хыççăн. — Иккĕшĕ те ача амăшĕ-героиньăсем. Иккĕшĕ те çăмăллăнах утса-чупса çỹреççĕ!» Çавăнтах тепĕр ĕç ветеранĕ, район больницинче общественноçпа çыхăнса ĕçлекен Антонина Александрова лăпкăн кăна çапла çыпăçтарчĕ: «Акă камсенчен вĕренмелле çамрăксен хăйсен сывлăхне упрама!» Эпир вара вăл хăйех район хыпарĕсене Чăваш радио урлă пĕтĕм республикăна пĕлтерсе тăни пирки те аса илтĕмĕр.

Пенсионерсен Союзĕн районти канашĕн председателĕ Вера Васильева ветерансен хушшинче спорта юратакансем те йышлă пулнине, республикăри мероприятисенче курăмлă вырăнсем йышăннине палăртрĕ. Самантранах «Улăп» спорт керменĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов Михаил Скворцовпа Владимир Матвеева ГТОн ылтăн паллисене алран тыттарчĕ. Парнесемпе дипломсем илекенсем татах та пулчĕç.

Ветерансен республикăри Канашĕн Президиумĕн членĕ Серафима Терентьева Шупашкарпа Шуршăла Екатеринбург тата Саратов облаçĕсен делегацийĕсене кĕтсе илме хутшăнни, вĕсем Чăваш Енпе унăн тĕп хулине чунтан юратнине хавхаланса каласа пачĕ. Пурне те Шупашкарăн хăйне майлă илемлĕхĕ тата хăтлăхĕ тыткăнланă.

Пĕр хушăрах аслисен мăнукĕсемпе культура ĕçченĕсем залра ларакансене хавас юрăсемпе савăнтарчĕç. Вĕсемпе пĕрлех ветерансем те хавхаланса юрланă май хаваслăхпа ăшă калаçусем тупăнсах тăчĕç.

Чылайăшĕ çак кунсенче кашни ялпа ĕç коллективĕнчех ăшă тĕлпулусем иртнине пĕлтерсен Тăрăмран килнĕ Людмила Енедерова çапла хыпарларĕ: «Рассвет» хуçалăх ертỹçи Юрий Мясников пуçарăвĕпе ялти аслă ăрурисене саламласа пурне те килĕсенех парнесем пырса панă.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ, Валентин Урташ ячĕллĕ преми лауреачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code