Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ентешĕсене хавхалантарнă

Ентешĕсене хавхалантарнă

Районти тĕп больница ĕçченĕ Антонина Александрова Шупашкарти «ВЕСТА» автошкул социаллă сеть урлă ирттернĕ «Сочини стих о пользе арбуза» конкурсра çĕнтернĕ.

Мĕн тетĕр? Автошкул ертỹçи, Çуткỹл ялĕнче çуралса ỹснĕ Эдуард Доброхотов иртнĕ кунсенче конкурс çĕнтерỹçине тата вăл ĕçлекен коллектива тав тума Елчĕке килсе çитнĕ. Вăл пушă алăпа мар, автомашина багажникĕ тулли кучченеç — хĕп-хĕрлĕ, çăварта хăйпе хăй ирĕлекен арбуз турттарса килнĕ. Нумай сăмах ваклама юратман Эдуард Доброхотов тĕп больницăра ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă май вĕсене: «Тавтапуç сире пархатарлă ĕçĕршĕн, эсир çынна сывлăх парнелекенсем», — тенĕ çеç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code