Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăваплă тивĕç

Сăваплă тивĕç

Çĕршывра кĕрхи призыв кампанийĕ малалла пырать. Призывпа çыхăннă улшăнусем çук — служба срокĕ иртнĕ çулсенчи пекех пĕр çулталăка тăсăлĕ.

Салтаксене РФ Оборона Министерствин тĕрлĕ регионти çар чаçĕсене ярĕç. Ашшĕ-амăшĕн шикленме кирлĕ мар — Украинăри çар операцине, Раççейĕн çĕнĕ çĕрĕсене илсе каймĕç вĕсене.

Салтак атти тăхăннисен пысăк пайне малтанлăха çарпа учет специальноçĕсене, çар техникине алла илме хăнăхтарĕç. Служба срокĕ вĕçленсен салтаксем тăван тăрăха таврăнĕç.

Пулас салтаксене мĕн сунар? Çĕршыва хỹтĕлесси — сăваплă тивĕç. Çак тивĕçе пирĕн ентешсем яланах чыслăн пурнăçлаççĕ. Вĕсем çарта пулнă май пурнăç шкулĕ витĕр тухаççĕ анчах мар, ỹт-пỹ тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕпленеççĕ. Çамрăксене салтак ятне яланах çỹлте тытса каялла ырă-сывă çаврăнса çитме сунатăп.

Сергей ДАНИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code