Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв-шуртан, пушартан асăрханар

Шыв-шуртан, пушартан асăрханар

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Леонард Васильевич калаçăвне иртнĕ эрнере пулса иртнĕ синкерлĕ пулăма хускатнинчен пуçларĕ. Тăрмăш ялĕнче пушар пулнă. Шел пулин те, синкер вăхăтĕнче пĕччен пурăнакан арçын çунса вилнĕ.

— Инкекре çын пурнăçĕ татăлнинчен хăрушши çук. Чылай чухне пушар çын айăпĕпе, вăл тимсĕр пулнипе пулать, — палăртрĕ Леонард Васильевич.

Ертỹçĕ синкере хирĕç кĕрешес, пушар машинисене, гидранчĕсене, шыв управĕсене тата башньăсене тивĕçлĕ тытса тăрас енĕпе те тимлĕ пулмаллине каларĕ. Ку енĕпе пушар хурал ĕçченĕсен анчах мар, ытти профилактика субъекчĕсен те çанă тавăрса ĕçлемелле. Ватăсемпе инвалидсен, пĕччен пурăнакансен, ăнăçсăр çемьесен, ĕçкĕпе иртĕнекенсен хуçалăхĕсене, пушă ларакан çуртсене тĕрĕслес енĕпе ятарлă рейдсем ирттернин витĕмĕ пысăк. Кунта кỹршĕ-аршăн те сисчевлĕ пулмалла. Сỹрĕклĕх, «курнине курмăш» туни инкекпе вĕçленме, теприне те шар кăтартма пултарассине асра тытмалла.

Вут-çулăм та, шыв та — хăватлă вăй. Усă та кỹреççĕ вĕсем, çав вăхăтрах пысăк шар та кăтартаççĕ. Çакăн пирки чарăнса тăчĕ пушар асăрхавĕн тĕп инспекторĕ Александр Сайкин. Çулталăк пуçланнăранпа округра 7 пушар тухнă. Танлаштарма: пĕлтĕрхи çав тапхăрта — 3. Пĕлтĕр çак тапхăрта 115 пин тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ пулсан, кăçал — 178 пин тенкĕлĕх. Тĕп сăлтавĕсем çаксем: вут-çулăмпа асăрханусăр пулни, кăмакасемпе тĕрĕс усă курманни, электричество пăралукĕсем юсавсăр пулни. Шыв-шур тапхăрĕнче те тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ Александр Николаевич.

Ку темăна Леонард Васильевич малалла тăсрĕ. Çанталăк ăшăтса пынă май хирсенчи шыв ялсене шарласа аннă тĕслĕхсем пур. Округра ку енĕпе лару-тăрăва тимлĕхре тытаççĕ. Администраци çумĕнчи оперативлă ушкăн инкеклĕ вырăнсене тухсах çỹрет, шыв илекен участоксене çитсе инкеке сирме хатĕр тăрать. Лăпкă мар е инкеклĕ лару-тăру сиксе тухсан çакăн пирки 112 номерпе пĕлтермеллине асрах тытмалла халăхăн.

Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — территорисене хăтлăх кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управленийĕн начальникĕ Алина Смирнова сăмах илчĕ, вырăнти халăхăн пуçарăвне аталантарма май паракан «Пуçаруллă бюджет» программăпа пурнăçланакан ĕç-хĕл пирки каласа пачĕ.

Канашлура ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code