Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутатсем канашларĕç

Депутатсем канашларĕç

Ытларикун Елчĕк муниципалитет округĕн пĕрремĕш созыври Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна Вячеслав Сядуков председатель ертсе пычĕ. Унăн ĕçне округ пуçлăхĕ Леонард Левый, вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Халăх суйлавçисем кун йĕркине кĕртнĕ 7 ыйтăва тишкерчĕç. Чи малтанах Елчĕк муниципалитет округĕн территориийĕсене хăтлăх кĕртмелли çĕнĕ правилăсене çирĕплетрĕç. Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн 2023 çулхи майăн 11-мĕшĕнчи 32 номерлĕ Йышăнăвне улшăнусем кĕртесси тĕп ыйтусен йышĕнче пулчĕ.

Ларура ытти çивĕч ыйтусене те тишкерчĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code