Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемьесене — тимлĕх

Çемьесене — тимлĕх

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынипе çар службине мобилизаци йĕркипе хутшăнакан çемьесене социаллă хỹтлĕх парас ыйтупа координаци центрĕн ведомствăсем хушшинчи комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ.

Координаци центрĕн ĕçĕпе халăха социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерекен центр ертỹçи Владимир Федоров паллаштарнă. Хальхи вăхăтра координаци центрĕн специалисчĕсем округра пурăнакан ятарлă çар операцине хутшăнакан мĕнпур çынсен çемйисемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ — куçа-куçăн та, «хĕрỹ лини» урлă та. Кашни çемье çумне çирĕплетнĕ кураторсем тăванĕсемпе куллен тачă çыхăнура пулнăран, сиксе тухакан тĕрлĕрен ыйтусене татса пама хутшăнаççĕ.

Тĕл пулу вăхăтĕнче çавăн пекех Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Лаш Таяпа территори пайĕсенчи мобилизаци йĕркипе, контрактпа тата хăйсен ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнакан, çав шутран унта вилнĕ çамрăксен çемйисене пулăшас тĕллевпе çак вăхăтчен пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code