Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > З.М.ДРУЖИНИН: «Атте-кавалерист çĕнтерÿпе таврăнни паян та асра…»

З.М.ДРУЖИНИН: «Атте-кавалерист çĕнтерÿпе таврăнни паян та асра…»

Зинон Дружинин

АВТОРТАН. Пирĕн калаçуçă – Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Зинон Михайлович Дружинин сумлăран та сумлă тыл тата ГСВГ ветеранĕ. Вăл, темиçе орден-медале тивĕçнĕскер, çитес çул тăхăр теçетке тултарать. Апла пулин те пĕр пĕчченех кил-çуртпа хуçалăх тата вĕллесем тытать. Хастар ĕçпе «Республикăри чи лайăх утарçă» ята тивĕçнĕ ветеран пушă вăхăтра хăйĕн кĕске мар пурнăçĕнчи ырă самантсемпе таврари паллă çынсем çинчен сехечĕ-сехечĕпе аса илме хатĕр. Çивĕч ăс-тăнлă, анлă тавра курăмлă шурсухал /чăннипе хăй кулленех хырăнса тăрать/ хальхинче тăван ашшĕ – Михаил Степанович мĕнле хăюллă та паттăр кавалерист пулни пирки каласа пани маншăн çеç мар, ыттисемшĕн те кăсăклă тесе шутлатăп.

– Зинон Михайлович, аçăрăн шăпи питĕ интереслĕ…

– Инкеке лекмен пулсан телей те курман пулăттăм, теççĕ халăхра. Пирĕн аттепе те шăпах çапларах килсе тухнă . Ăна,1913 çултанпа патша çарĕнче тăракан салтака, тăватă ача ашшĕ пулсан та, пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан нимĕçсене хирĕç çапăçакан чаçе куçараççĕ. Анчах салтаксенчен чылайăшĕ хăйсем камшăн тата мĕншĕн юн тăкнине ăнлансах та пĕтмен. Тен, çавна пулах, пĕр хирĕç тăрура вырăссен пысăках мар ушкăнне нимĕçсем тыткăна илеççĕ. Çав йыша çакланнă пирĕн аттене тăшмансем хăйсен тылне ăсатаççĕ те пĕр пуян çемьене тарçа параççĕ. Çапла майпа ялтах хăюлăхпа палăрнă чăвашăн, тăшмана хирĕç çапăçас вырăнне иртен пуçласа каçчен тар тăкма, хуçан килти мĕн пур ĕçне пурнăçлама, выльăх-чĕрлĕхĕпе пахчи-садне пăхса тăма тивет. Çитменнине хăйне хураллакан нимĕç салтакĕ унăн кашни утăмне сăнаса тăрать.

Апла пулин те атте хуçăлсах ÿкмен. Вăл епле пулсан та хăйне пур енчен те шанчăклă тарçă пек кăтартма тăрăшать. Ялти шкулта вĕреннĕ чухне нимĕç чĕлхине чиперех алла илни ăна хуçипе те, унăн çемйипе те пĕр-пĕрне аванах ăнланма май парать. Çакă тыткăнри салтака майĕпенех хăй ăçта лекнине-пурăннине те, вăрçăри лару-тăрăва та туйса тăма пулăшать. Темиçе уйăх иртсен хăйĕн шăпипе «килĕшсе» пыракан вăйпитти арçынна хуçипе арăмĕ яланлăхах çак тăрăха юлма, çывăхаллах пурăнакан маттур фраупа /хĕрарăмпа/ пĕрлешме ирĕк пама пултарасси пирки пĕлтереççĕ. Анчах вăл сĕнĕве сăпайлăн кăна хирĕçлет. Пуçĕнче вара «Ырă Турă, тархасшăн мана çак тамăкран хăтăлма майне тупса пар, пурнăçăмра мăшăрăмпа тата ачамсемпе тĕл пулма пулăш» майлă кĕлĕ сăмахĕсем янăраççĕ.

Те çакна Турă илтнĕ, те шăпи çапла килсе тухнă, анчах темиçе уйăхран чăваш-тарçа çав килтен чăннипех те тухса шăвăнма май килет. Кунта ăна хурал пăртак йăшни пулăшать. Вăл хальхинче темле çемçерех те ыйхăллăрах пулнине сиснĕ салтак, картишĕнчи каçхи ĕçсене вĕçлесен, туалета кĕрет те… каяшсене пухса илекен кăштах уçă вырăнтан хĕсĕнсе тухса, ирĕке тухать, «мĕн килет – çав пулать» текен шухăшпа пахчари йăрансем тăрăх йăпшăна-йăпшăна аякран-аякка кайса пырать. Иркÿлĕм енне Одер юхан шывĕ хĕррине çитсе, ал айне лекнĕ хатĕрпе усă курса, тепĕр çырана каçать. Халтан кайнă, хăшăл-хăшăл сывлакан, шăнса кÿтнĕ арçынна пĕр поляк асăрхать те пĕчĕк урапапа килне туртса кайса, никама пĕлтермесĕр вăрттăн усрать тата сиплет. Вăлах тепĕр вунă-вун икĕ кунран ăна, хăйĕн /поляк/ тумтирĕсене тăхăнтартса, чикĕ урлă Раççей енне каçарса ярать.

Михаил Дружинин

– Аçăрпа поляк пĕр-пĕрне мĕнле майпа ăнланнă-ши?

– «Поляксем нимĕçле питĕ лайăх пĕлеççĕ», – тетчĕ вăл. Çавă пулăшнă пулĕ пĕр-пĕринпе хутшăнма.

Чикĕ урлă каçсан темиçе кунтан, документсăр-мĕнсĕр аттене Раççей салтакĕсем ярса тытаççĕ, шпион вырăнне йышăнса, командовани штабне илсе пыраççĕ.

В.И. Чапаевпа куçа-куçăн

– Эпĕ Раççей çынни, чăваш. Дружинин Михаил Степанович пулатăп, – тесе пĕлтерет хамăрăннисен, хĕрлисен аллине лекнĕ, ырханланса та вăйсăрланса çитнĕ çын. – Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнче çуралнă. Элкел вулăсĕнчи Çĕнĕ Эйпеçрен. Ялта арăмпа тăватă ача пурăнать.

Хайхи «шпион» темиçе хутчен те «чувашин» тени штабрисене тĕлĕнтерсех ярать. Ăна тĕплĕнрех те тĕплĕнрех тĕрĕслеççĕ, хăйĕн чĕлхипе, чăвашла та, калаçтарса пăхакан тупăнать. Атте, хăюлансах пырса, хăй Пăвапа Теччĕ хулисенче пĕрре мар пулнине уçăмлăн каласа кăтартать. Аслă çар çынни, юнашарти сĕтел çинчи карттă умĕнче тăраканскер, çавăнтах унран: «Знает ли он Чебоксары?», – тесе ыйтма хушать. «Снаю, снаю. И не рас пывал в этом короче», – хуравлать атте хăйне шпион вырăнне йышăннисене хирĕç вырăсла, хытă саспаллисене чăвашăнни пек пусăмласа. Çакăн хыççăн ыйту параканни /каярахпа вăл В.И. Чапаев пулнине пĕлет/ тыткăнри салтака апат çитерме тата Хĕрлĕ Çар ретне йышăнма, тумлантарма хушу парать.

Çапла майпа атте хĕрлисем майлă çапăçакан Чапаев дивизине лекет. Командир, хăй чăвашла йĕркеллĕ пĕлмесен те, тыткăна лекнĕ салтака лайăх ăнланать. Каярахпа, атте шуррисене хирĕç паттăррăн çапăçнине курсан, ăна хăйĕн тăванĕ пекех йышăнать.

Сайра-хутра унпа сăмахпа перкелешме те майне тупать. «Кĕçех совет влаçĕн тăшманĕсене çапса аркататпăр та пурте райра пурăнма пуçлатпăр», – тенĕ вăл час-часах хĕрлĕ салтаксене хавхалантарса. Атте унăн аллинчен медаль илнипе те мăнаçланатчĕ. Шел, çав наградăна, хĕреслĕскере, эпир, ача-пăчасем, упрама пĕлеймен. Мăнуксем интернет урлă унăн наградисене тем чухлĕ шырани те ăнăçу кÿмерĕ. Паянхи интернет уççинчен пĕлнĕ тăрăх, вăл çулсенчи политикăна лайăх пĕлсе пĕтермен çынсенчен чылайăшĕ е хĕрлисен, е шуррисен майлă ылмаш туйăмлă пулнăран, наградăсемпе «вылянсах» кайман.

«Анчах пире Василий Ивановичпа пĕрле вăрçа вĕçлеме пÿрмерĕ, – хурлăн аса илетчĕ атте. – Вăл, Лбищенск патĕнчи кану вăхăтĕнчи тан мар хирĕç тăрура йывăр аманса, Урал юханшывĕнче путса вилсен, хамăрăн аттене çухатнă пек кулянтăмăр.

Каярахпа Хĕвел тухăç фрончĕн кăнтăрти ушкăнне кĕнĕ утлă çар, хăйне «Шурă Раççей ертÿçи» тесе пĕлтернĕ Колчак адмирал эшкерĕсене Уралтан тытăнса Инçет Хĕвел тухăçнелле хăваласа-çĕмĕрсе пырса, пуçĕпех аркатнă.Чита таврашĕнче хĕрлисене хирĕç урса кайса çапăçнă Семенов генерал çарне те çав шăпах кĕтнĕ. Çамрăк шуррисен çарĕсене тĕп тунă çапăçусене хутшăннă çĕр-çĕр чăваш салтакĕсен йышĕнче пирĕн атте те паттăрлăх кăтартнă. Вăл, малтан хĕрлисен тĕрлĕ пĕрлешĕвĕсене, Хĕвел тухăç фрончĕн Туркестан çар ушкăнне, унтан – пĕтĕм фронтпа ертсе пынă М.В.Фрунзе питех те тавçăруллă, пуçаруллă тата пултаруллă çар ертÿçи пулнине калатчĕ.Граждан вăрçи çулĕсенче çĕршывĕпех палăрнă çар пуçĕ каярахпа /1924 çултан/ СССР Революцилле Çар Канашĕн председателĕ пулнă.

Вăрçăран яла тимĕр-кăвак утпа тата хĕçпе таврăнчĕ

– Аçăр шуррисене хирĕç кĕрешни çинчен час-часах асăнатăр. Анчах паянхи кун унăн наградисем те, çар билечĕ те çук сирĕн килте …

– Чăнласах та калаççĕ пулĕ, граждан вăрçинче çапăçнисенчен чылайăшĕн ячĕ-сумĕ туллин упранман тесе. Анчах мана атте мĕн тери хисеплĕ хĕрлĕ армеец пулни пĕрре те иккĕлентермест. Мĕншĕн тесен вăл, граждан вăрçи вĕçленнĕ хыççăн, Хĕвел тухăç фронтĕнчен киле тĕлĕнмелле хитре тимĕр-кăвак утпа таврăнни паян та асра. Юланутçă-аттен тепĕр парне те пулни – унăн аллинче асамлă хĕç йăлтăртатни те куç умĕнче. «Дружинин салтак Фрунзе парнисемпе таврăннă», – тенĕ хыпар ялсене кăна мар, районти халăха та тĕлĕнтернĕ. Ун чухне Хĕвел тухăç фрончĕн утлă çарĕнчи паттăр çĕнтерÿçĕ-кавалеристсен паттăрлăхне палăртса парне вырăнне хăйсен учĕсемпех тăван ене ăсатнă. Атте таврăннă чухне вунă кун ытла çул çинче пулни çинчен каласа панăччĕ.

– Михаил Степанович Çĕнĕ Эйпеçре колхоза пуçласа çырăннисенчен пĕри пулнă, теççĕ.

– Çапла. Ăна колхоза кĕме ун чухнехи активист, каярахпа ВКП/б/ райкомĕнче те ĕçленĕ Александр Романов хистенĕ. Атте хăйĕн утне, «Самолет» ятлăскере, тÿрех тинтерех кăна йĕркеленĕ колхозăн /Чапаев ячĕллĕччĕ вăл/ лаша фермине кайса панăччĕ. Хĕçне ВКП/б/ Елчĕк райкомĕн пĕрремĕш секретарьне Никандр Никитич Волкова парнеленине астăватăп. Вăл пирĕн çывăх тăван пулнă.

Ăйăра колхоз ĕçне çÿреме, атте сĕннипе, манран виçĕ çул аслăрах Элекçей тетене, шанса панăччĕ. Вăл унпа колхозри чи йывăр ĕçсене пурнăçлатчĕ. Питĕ шел, пĕррехинче ыттисемпе пĕрле Шăмăршă енне вăрман кăларма кайсан, такамăн çырмана лакса ларнă йывăр тиевлĕ урапине сĕтĕрсе кăларнă чухне, турта вырăнне усă курнă вĕрен вĕçĕнчи тимĕр çекĕл вĕçерĕнсе каять те лашан пилĕк шăммине тата хырăмне тирĕнсе йывăр амантать. Çавăн хыççăн «Самолет», пуриншĕн те юратнă вăйçă-ут шутланнăскер, чĕрĕлеймерĕ.

Пирĕн аттепе пĕр кунта патша çарне хамăр ялти Николай Порфирьева та илсе кайнă. Анчах вăл вăрçăн малтанхи кунĕсенчех йывăр аманса таврăнчĕ. Вăл каласа панă тăрăх, атте çапăçăва кĕнĕ пирвайхи кунсенчех хăюллă пулнипе палăрнă.

– Граждан вăрçинче паллă командирсен, Чапаевпа Фрунзе çарĕсенче шуррисене хирĕç çапăçнă аçăрпа çемйĕр çинчен темиçе сăмахпа та пулин каласа памăр-ши?

– Атте кавалерист, чаплă ут хуçи пулнине тĕпе хурса, ăна ялти пушар чаçĕн асли пулма шанчĕç. Мĕн виличченех унта ĕçлерĕ. Вут-кăвар сиксе тухсан вăл яланах юсавлă лавпа, пушар насусĕсемпе инкек вырăнне самантрах çитетчĕ.

Пирĕн пысăк çемьери /эпир саккăрăн пулнă/ тăватă ывăлтан 2-шĕ иккĕмĕш тĕнче вăрçинче паттăррăн çапăçса вилнĕ. Мана, вăрах вăхăт Германири çарсен ушкĕнĕнче службăра тăрса, Европăри тата тĕнчери мирлĕ пурнăçа сыхлама тÿр килчĕ. Çакна та хушса хурам эппин. Атте вăйĕпе хăвачĕ ман çине те куçнă. Çамрăк чухне, салтакран таврăнсан, пирĕн килтен 700-800 метрти йĕтем çинче тавлашу ирттерчĕç. Тăватă михĕ тулла пĕрлештерсе çыхнă та /икĕ центнер тесе шутларĕç ăна/… «Çак пурлăха, çурăм çине хурса килне çитерекенĕн хăйĕн пулĕ», – терĕç. Эпĕ кăшт маларах «ГАЗ» автомашинăн моторне пĕччен йăтса илнине шута илсе тупăшăва тухрăм та тăватă михĕ тулă парнине тивĕçрĕм…

Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ĕçĕн ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code