Чăваш Республикинчи тата ытти вырăнти лăпкă мар лару-тăрăва шута илсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев оперативлă канашлу ирттерсе уяв мероприятийĕсен форматне улăштарма йышăннă. Майăн 9-мĕшĕ пирĕншĕн сăваплă уяв. Кăçал та эпир ăна мăнаçлăхпа, анчах та хăрушсăрлăх мелĕсене пăхăнса халăха йышлăн пухмасăр паллă тăвăпăр. Онлайн мелĕпе пурнăçа кĕнĕ паллă акцисем пурте тивĕçлипе иртеççĕ. Шкул çулне çитмен ачасемпе çамрăк армеецсен парачĕсем вĕренỹ заведенийĕсен территорийĕсенче иртĕç.
Паян ялсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă палăксен умне пуçтарăнса митингсем йĕркелĕç, чечек кăшăлĕсем хурĕç.
Майăн 9-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп лапамра митинг иртĕ, кунта та палăксем умне чечек кăшăлĕсем хурăпăр.
— Лару-тăрăва хакласа халăх пĕр-пĕрне ăнланасса шанатпăр. Çĕнтерỹ кунне яланхиллех савăнăçпа тата пысăк хисеппе кĕтсе илĕпĕр. Çак çăмăл мар лару-тăрура эпир пĕрлĕхлĕхе нихçанхинчен вăйлăрах хаклăпăр — инкеклĕ лару-тăру пире тата та чăмăртарĕ. Неонацистсенчен шар курнă кашни çынна пулăшасси — тĕп тивĕç, çак тĕллевпе ертỹлĕх хăй çине тулли яваплăх илет. Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнăр, — палăртнă хăйĕн МАХри каналĕнче Олег Николаев.
Пурне те çывхаракан Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

