Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăмакасемпе асăрхануллă пулар

Кăмакасемпе асăрхануллă пулар

Кил-çуртра пушар тухни – калама çук пысăк инкек. Вăрă хăйне кирлине анчах илет пулсан, вут-çулăм ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрать.

Кăçал район территорийĕнче пушарсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Иртнĕ çул çулталăкĕпе 24 пушар пулнă пулсан, хальхи вăхăт тĕлне 27 пушар тухнă. Вĕсенчен 14-шĕ – вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе, 7-шĕ хуçалăхсенче тырă хăмăлĕсене тивертсе янинчен тухнă. Инкексен вăхăтĕнче 1 çын вилнĕ /иртнĕ çул та 1 çын/. Пушарсен тĕп сăлтавĕ – халăх вут-çулăмпа асăрханусăр пулнинче, юсавсăр электрооборудованисемпе усă курнинче е вĕсемпе усă курас, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене вырнаçтарас йĕркесене пăхăнманнинче.

Граждансен кăмака хутнă чух уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Тĕтĕм çулĕсене тĕрĕс мар купаланипе е вырнаçтарнипе вăхăт иртнĕ май кирпĕчсем пусăрăннăран е тĕрлĕ енне куçнăран, тăм тĕпреннĕрен пулнă шăтăксенчен вут-çулăм тухать. Çавна май вăл юнашарти çунакан материалсене хыпса илсе пушар кăларма пултарать.

Юлашки вăхăтра кăмакаран тухакан тĕтĕм валли асбестоцемент мăрйисемпе усă кураççĕ. Чылай чух вĕрине тÿсеймесĕр çак мăрьен строительство хутăшĕ тĕпренсе пĕтет, çавна пула çулăм çывăхри конструкцисене хыпса илес хăрушлăх пур.

Пушар тĕрĕс вырнаçтарнă кăмакаран та тухма пултарать. Вутта бензин е керосин, ытти хăвăрт тивсе илекен хатĕрсемпе усă курса тивертме пачах юрамасть. Кăмакана хутса ярсан ăна асăрхасах тăмаллине, çул çитмен ачасене кăмака хутма ирĕк пама юраманнине асрах тытар. Кăмака умне кăвар ÿкменрен 0,5х0,7 метр çунман материал вырнаçтарни, çывăха тумтир, çунакан ытти хатĕр çакса хурасран, сĕтел-пукан вырнаçтарасран асăрханни те инкекрен упрать. Хутас умĕн кăмакана тĕплĕн тĕрĕслемелле, юсавсăр пулсан юсамалла, тĕтĕм çулĕсене тасатмалла. Мăрьене тата стенасене шуратни тĕтĕм тухакан вырăнсене палăртма пулăшать. Мăрье çумне çулçă, пăчкă кĕрпи, çулăм тивсе илме пултаракан ытти япала хумалла мар.

Газ оборудованийĕсемпе, электроприборсемпе усă курнă чух та асăрхануллă пулăр.

Пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнни инкекрен упрать. Пушарта «01», карас телефонĕ урлă «101», «112» номерсемпе шăнкăравламаллине пурин те, çав шутран ачасен те, пĕлмелле.

В.ГРИГОРЬЕВ,
С.САРДАЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code